Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

СВО хутшăнакансене парăнакан пулăшусем ҫинчен ăçта пӗлме пулать

Раççей патшалăх пулăшăвӗсен (Госуслуги) порталӗнче 2025 çултанпа «Меры поддержки для Защитников Отечества» пай ӗçлет, унта ятарлă çар операцине хутшăнакансене, çапăçу ветеранӗсене тата вӗсен çемйисене федераллă тата регион шайӗнче парăнакан пулăшу çинчен мӗнпур актуаллă информацие пухнă. Усă курма меллӗрех пултăр тесе навигатор та ӗçлет. Кун çинчен тата ытти усăллă ресурссем пирки ТР патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министрӗн çумӗ Булат Габдрахманов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.

«Диалог Регионы» АНО проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ республикăри «Забота о своих» электронлă библиотекăра та  СВО хутшăнакансемпе ветерансене парăнакан пулăшу мерисем пирки  тулли информаци тупма пулать. Усă куракансене меллӗ пултăр тесе zabotasvo.tatar сайт тата  МАХ мессенджерта чат-бот та ӗçлет.
«Сайтăн 200 пин ытла усă куракан. Чат-ботпа усă куракансен те ӳссе пыраççӗ, унта тӳлевсем, пулăшу мерисем тата ытти информацие пӗлме пулать. Паянхи куна унта 45 пин ытла ыйту килнӗ», – палăртнă Булат Габдрахманов.
Пӗлтӗртенпе ятарлă çар операцине хутшăнакансенпе вӗсем çемйисем çыхăну енчен йывăрлăхсем пулсан  ведомствăна заявка ярса компьютер пулăшăвӗ илме пулать. Çавăн пекех çынсем «117» хӗрӳ линипе шăнкăравласа хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене татса пама май пур.  
«СВО хутшăнакансене парăнакан пулăшу пирки ыйтусем ытларах (86 ытла проценчӗ) телефон урлă килеççӗ. Пӗлтӗртенпе  ӗçлеме пуçланă ятарлă "5" кнопка урлă операторсем 232 пин ытла çынна канаш панă», – пӗлтернӗ спикер.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минсвязи рт меры поддержки Герои СВО