Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă ăрурисем цифра пӗлӗвӗн курсне иртме пултараççӗ

Тутарстанра аслă ӳсӗмри çынсене интернетра хăрушлăхсăр ӗçлемеле вӗрентеççӗ. Хусанта иртнӗ çӗнӗ социаллă вӗренӳ проекчӗн пӗрремӗш занятине хутшăнакансене онлайн-туянусенче тата социаллă сетьре хӳтӗленмелли тӗп правилăсем çинчен каласа панă. Кун пирки ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министерствин пресс-служби пӗлтерет.

«Тутарстанра аслă ӳсӗмри çынсем цифра технологийӗсене хастар алла илеççӗ, пирӗн тӗллев – вӗсем валли  интернет уçлăхӗнче май килнӗ таран хăрушлăхсăр условисем туса парасси. Хальхи ултавлă схемăсем кăткăслансах пыраççӗ, çавăнпа кибер хăрушсăрлăх çинчен пӗлни кашниншӗн пӗлтерӗшлӗ. Çакăн евӗр форматлă вӗренӳ проекчӗсем хутшăнакансене хăрушлăхсем çинчен актуаллă информаципе паллашма кăна мар, практикăра хăйсен даннăйӗсене хӳтӗлеме тата интернет урлă хăрушлăхсăр килӗшӳсем тума вӗренме май параççӗ», – пӗлтернӗ  ТР патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министрӗн çумӗ Булат Габдрахманов. Аслă ӳсӗмри çынсем цифра тӗнчин мӗнпур майӗсемпе хăрушлăхсăр тата шанчăклă усă курма пултарччăр тесе çакăн пек пуçарусене малалла аталантармаллине те каласа хăварнă вăл.

Урокра экспертсем чăн тӗслӗхсемпе ултав схемисене мӗнле палласа илмелли, сутуçăсемпе пӗлтерӳсем çинчен калакан информацие тӗрӗслемелли, интернетра хăрушлăхсăр туяну,  даннăйсене вăрлама тунă суя сайтсене лекесси, сутуçăсемпе мӗнле тӗрӗс хутшăнни тата харпăр информацие хӳтӗлени çинчен каласа панă.  

Практика пайне интерактивлă вăййа тата хутшăнакансен аккаунчӗсене  хăй тӗллӗн тӗрӗс  йӗркелессине те кӗртнӗ.

Вӗрентӗве ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министерствин  тата «Авито» онлайн-платформа йӗркелет. Программăна «Экономика данных» наци проекчӗ шайӗнче пурнăçа кӗртеççӗ.

ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минсвязи рт Старшее поколение интернет безопасность