г. Казань
Киров облаçӗнче пурăнакан пулăçсем, Антонпа Константин Лялькинсем, Вятка юханшывӗн анат енче, Тутарстан Республикин территорийӗнче, августăн 25-мӗшӗнче 71 килограмлă çуйăн пулă тытнине пӗлтерет gorodkirov.ru сайт.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем Октябрьский поселокӗнчен 2 çухрăм кăнтăрарах «Волжские просторы» заказник территорийӗнче моторлă кимӗрен пулă тытакан гражданина тытса чарнă. Йӗркене пăсакан усă курма юраман меслетпе пулă тытнă. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.
0