Заказникре браконьера тытнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Заказникре браконьера тытнӑ

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем Октябрьский поселокӗнчен 2 çухрăм кăнтăрарах «Волжские просторы» заказник территорийӗнче моторлă кимӗрен пулă тытакан гражданина тытса чарнă. Йӗркене пăсакан усă курма юраман меслетпе пулă тытнă. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.

Çывăх вăхăтра РФ Уголовнăй кодексӗн 256-мӗш статйипе  уголовлă ӗç пуçарас ыйтăва пăхса тухӗç.

Заказник территорийӗнче ведомство талăкӗпех рейдсем ирттернине каласа хăвармалла. Каçхине пулă тытма кайни яваплăхран хăтармасть.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 


рыбалка #ГоскомитетБиоресурсовРТ

Нет комментариев