Çӗнӗ хыпарсем

71 килограмлă пулă тытнă

Киров облаçӗнче пу­­рă­накан пулăçсем, Антонпа Константин Лялькинсем, Вятка юханшывӗн анат енче, Тутарстан Республикин территорийӗнче, августăн 25-мӗшӗнче 71 килограмлă çуйăн пулă тытнине пӗлтерет gorodkirov.ru сайт.

Ирхине 8 сехет тӗлӗнче хыпнă пулла кăларас тесе 7 сехет нуша курнă вӗсем. Антонпа пӗрле çав вăхăтра кимӗре икӗ юлташӗ пулнă. Çуйăна кимӗ çине аран-аран йăтса хунă. 50 килограмлă тараса йывăрăша чăтайманнипе пулла тӳрех виçеймен-ха. Совет саманинчи кивӗ тараса çине хума тивнӗ. 71 килограмм кăтартнă вăл. Алă айӗнче рулетка-тавраш пулманнипе 2 метра яхăн сарлакăшлă кимӗрен те тухса тăнипе çуйăнăн тăршшӗ 2,5 метра яхăнах пулни паллă. Шывран туртса кăларнă чух трофей суранланса пӗтнипе пулăçсем ăна юханшыва каялла яман.


общество рыбалка

Нет комментариев