News by tag - стихи на чувашском языке
-
Василий Кервен вырăсларан куçарнă сăвăсем чăвашла та оригиналти пекех янăраççӗ
2024 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче Александр Пушкинăн суйласа илнӗ сăввисен пуххи — «Я помню чудное мгновенье... Асрах асамӗ çав самантăн...» — кун çути курнăччӗ. Аслă вырăс поэчӗн хайлавӗсене Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, М.Д.Трубина ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ Василий Кервен чăвашла куçарнăччӗ. Асăннă кăларăма вулакансем хапăлласа йышăнчӗç, тираж хăвăрт саланса пӗтрӗ. Куçаруçă вара Раççей Писательсен союзӗн Пушкин Ылтăн медальне тивӗçрӗ.
-
Вилӗмсӗр полк
Асаттене йăтса илсе Çӗклетӗп турăш пек, Ман кӗçӗн хӗрӗн куçӗсем Йăлт асаттенни пек.