Вилӗмсӗр полк
Асаттене йăтса илсе Çӗклетӗп турăш пек, Ман кӗçӗн хӗрӗн куçӗсем Йăлт асаттенни пек.
Асаттене хуман эпӗ,
Анчах ку хурлăх мар.
Çулсен хивре пăтранăвӗ
Унпа ман хушăра.
Вăл юлнă вăрçă хирӗнче...
Вут курнă çырусем.
Тата ун тăлăх килӗнче
Сăнӳкерчӗкӗ çеç.
Часи – кил-çурт хуралçипе
Кив турăш çумӗнчен
Пире сăхса пăхаççӗ пек
Ун çивӗч куçӗсем.
Турăшсемпе этемсене
Танлаштарма хушман.
Çапах темле асаттелӗх
Яш чунăмра пур ман.
Хама пăхса йӗрленӗ пек
Ăша тӗв илнӗрен,
Пуласшăнччӗ йӗркеллӗрех
Унран именнӗрен.
Таçта тарсан та курăнать.
Вăл çӳллӗшрен курать.
Ыйтать: «Турăн-и урокна?
Çӳçӳсене тура!
Картиш юрне тасатрăн-и?
Йӗркеллӗ-и вите?
Галăстукна якатрăн-и?
Шыв кӗртрӗн-и киле?»
Портрет йӗрлет (те чӗрӗ чун?)
Ниçта та çук кайма.
Юлхавсене вăл сывă чух
Чăтма пултарайман.
Çапăçăва ума кӳрсе
Илетӗп пилӗме.
Мӗн ма-ши ларнă хӗсӗнсе
Станковăй пулёмет.
Тен, сывă юлнă пулӗччӗ.
Е, таврăнса киле,
Хавхалантарнă пулӗччӗ
Парнисемпе пире.
Тен, асанне хуйхăрмӗччӗ
Куçне шăла-шăла.
Аттеçӗме хутăрмӗччӗ
Аттесӗрлӗх шăпа.
Çулсем – самантлăх пулăмӗ.
Эп хам та халь атте.
Ман пекех çамрăк пулнă вӗт
Вилес чух асатте.
Çывхарнă чух тăван яла –
Ăшпиллӗх килсерен.
«Вилӗмсӗр полк» уявлама
Чӗнет вăл çулсерен.
Асаттене йăтса илсе
Çӗклетӗп турăш пек,
Ман кӗçӗн хӗрӗн куçӗсем
Йăлт асаттенни пек.
Меркурий КЛАВДИН
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев