Василий Кервен вырăсларан куçарнă сăвăсем чăвашла та оригиналти пекех янăраççӗ
2024 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче Александр Пушкинăн суйласа илнӗ сăввисен пуххи — «Я помню чудное мгновенье... Асрах асамӗ çав самантăн...» — кун çути курнăччӗ. Аслă вырăс поэчӗн хайлавӗсене Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, М.Д.Трубина ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ Василий Кервен чăвашла куçарнăччӗ. Асăннă кăларăма вулакансем хапăлласа йышăнчӗç, тираж хăвăрт саланса пӗтрӗ. Куçаруçă вара Раççей Писательсен союзӗн Пушкин Ылтăн медальне тивӗçрӗ.
Пархатарлă пуçарăва хаклани кирек кама та хавхалантарать
Василий Гаврилович çанă тавăрсах куçару ӗçне кӳлӗнчӗ темелле — кӗске вăхăтрах тепӗр алçыру хатӗрлесе çитерчӗ. Акă нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче «Три поэта. Виçӗ поэт. А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, С.А. Есенин» кăларăм пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ — Ольга Иванова, ӳнерçи — Сергей Орлов. Аслă классенче вӗренекенсем валли тесе палăртнăскер поэзие юратакан кирек хăш ӳсӗмри вулаканшăн та интереслӗ пулӗ. Александр Сергеевичăн, Михаил Юрьевичăн, Сергей Александровичăн сăввисем чăвашла та оригиналсем пекех илемлӗ янăраççӗ, асра юлаççӗ, чуна тыткăнлаççӗ.
Шухăшăмăра тӗслӗхсемпе çирӗплетер:
Я вас любил, любовь еще, быть может,
В душе моей угасла не совсем.
Но пусть она вас больше не тревожит,
Я не хочу печалить вас ничем.
Я вас любил безмолвно, безнадежно,
То робостью, то ревностью томим;
Я вас любил так искренно, так нежно,
Как дай вам бог любимой быть другим.
Сире савсаттăм, туйăм чӗрӗлет-тӗр,
Чунра çитмен сӳнсе мӗн хальчченех.
Сире вăл тепӗр хут ан кансӗрлетӗр,
Кулянтарас килмест нимпе тинех.
Сире савсаттăм чӗмсӗр, тӗмсӗлӳллӗн,
Именчӗклӗн, кӳлешнӗн мӗн тери.
Сире савсаттăм çепӗççӗн, хӗрӳллӗн,
Сире çапла юраттăрччӗ тепри.
(А.С.Пушкин «Я вас любил, любовь еще, быть может... Сире савсаттăм, туйăм чӗрӗлет-тӗр...»).
Белеет парус одинокий
В тумане моря голубом!..
Что ищет он в стране далекой?
Что кинул он в краю родном?..
Пӗр парăс шуралать хăраххăн
Кăвак тӗтреллӗ тинӗсре!..
Ютра вăл мӗн шырать вăраххăн?
Хăварнă мӗн тăван енре?
(М.Ю. Лермонтов «Парус. Парăс».)
Вăл е ку сăвă хăш поэтăн пулнине тӳрех ăнкарса илме пулать. Ритмӗ, рифми, илемлӗх мелӗсем... — йăлт шута илнӗ Василий Гаврилович. Ку, паллах, куçаруçăн пысăк ăсталăхӗ çинчен калать.
Не криви улыбку, руки теребя,
Я люблю другую, только не тебя.
Ты сама ведь знаешь, знаешь хорошо —
Не тебя я вижу, не к тебе пришел.
Проходил я мимо, сердцу все равно —
Просто захотелось заглянуть в окно.
Куллуна ан палăрт аллуна шăлсах,
Урăхне саватăп, сана мар пачах.
Эс хăвах сисетӗн, аванах сисен —
Эп сана курмастăп, сан патна килмен.
Эп иртсе пыраттăм, чармăп чӗрене —
Тинкерес çеç килчӗ çак чӳречене.
(С.А.Есенин «Не криви улыбку, руки теребя... Куллуна ан палăрт аллуна шăлсах...»).
Мӗншӗн шăпах çак сăвăçсене суйласа илнӗ-ха куçаруçă?
«Виçӗ аслă поэт» умсăмахра çакна акă мӗнле ăнлантарса парать Василий Гаврилович: «Сăлтавӗ темиçе: пӗри — юбилейӗсем умлăн-хыçлăн пулса иртнинче; тепри — вӗсем чăвашсемпе, литературипе еплерех çыхăннинче… А.С.Пушкин чăваш çӗрӗнче çула май пулнă, ырă асаилӳ хăварнă. Вăл пирӗн мухтавлă ентешпе — Раççейӗн пӗрремӗш чаплă синологӗпе Н.Я. Бичуринпа (Иакинфпа) — туслашнă. „Евгений Онегин“ сăвăлла романа хăйӗн тăван чӗлхипе чи малтан вулакан халăхсен йышӗнче — чăвашсемех. Эппин, Пушкин пирӗншӗн — тăванран та тăван поэт.
М.Ю.Лермонтов вара чăваш литературин классикӗн, вилӗмсӗр „Нарспи“ поэма авторӗн К.В.Ивановăн (1890 — 1915) чи юратнă поэчӗ пулнă. Ӗмӗрӗ питӗ кӗске килнӗ пулин те, унăн сăввисене, „Иван ӗмпӳпе çамрăк сыхлавçă тата сатур Калашник хуçа çинчен хунă юрă“ поэмине питӗ ăста куçарма ӗлкӗрнӗ...
С.А.Есенин пултарулăхӗ чăваш поэзине пысăк витӗм кӳнӗ. Петӗр Хусанкай чăваш халăх поэчӗ (1907 — 1970) яш чухне унпа уйрăмах вăйлă хавхаланнă... Вăл хăйӗн сăввинче чăвашсене те ырăпа асăннă...»
Кăсăклă самантсем татах та пур кунта. Кӗнеке вӗçӗнче куçаруçăн биографийӗпе паллашма пулать. Кăларăма вырăс поэчӗсен пурте мӗн пӗчӗкрен пӗлекен чылай сăвви кӗнӗ. Вуланă май аслисем вӗсене тепӗр хут аса илейӗç. Ачасем вара хайлав пуххипе килти вулав вăхăтӗнче те, вӗренӳре те усă курма пултараççӗ. Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев