News by tag - судебные приставы
-
Суд приставӗсем ыйтусем çине хуравлӗç
Суд приставӗсен федераллă службин Тутарстанри управленийӗн ӗçченӗсем июнӗн 10-мӗшӗнче граждансене йышӑнмалли пӗрлехи кун ирттереççӗ. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче Пӗтӗм Раççейри «Судебные приставы – детям» акцин пӗтӗмлетӗвӗсене тата Тутарстан Республикинчи ӗç тӑвакан производствӑри çӗнӗлӗхсене халалланӑ брифингра республикăри суд приставӗсен пуçлăхӗ Анвар Закиров пӗлтернӗ.
-
6 уйăхра Тутарстанри суд приставӗсем 10 миллиард тенкӗ парăм шыраса илнӗ
Тутарстанра 2025 çулӑн пӗрремӗш çур çулӗнче парăмçăсенчен 10 миллиард ытла тенкӗ кăларттарнă, çав шутра 1,1 миллиард тенки – алимент укçи. Алимент тӳлессинчен тарса çӳрекенсен тӗлӗшпе пуçарнă 396 уголовнӑй ӗçе пăхса тухнă. Кун çинчен Суд приставӗсен федераллă службин Тутарстанри Тӗп управленийӗн ертӳçи Анвар Закиров пӗлтернӗ.