Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Суд приставӗсем ыйтусем çине хуравлӗç

Суд приставӗсен федераллă службин Тутарстанри управленийӗн ӗçченӗсем июнӗн 10-мӗшӗнче граждансене йышӑнмалли пӗрлехи кун ирттереççӗ. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче Пӗтӗм Раççейри «Судебные приставы – детям» акцин пӗтӗмлетӗвӗсене тата Тутарстан Республикинчи ӗç тӑвакан производствӑри çӗнӗлӗхсене халалланӑ брифингра республикăри суд приставӗсен пуçлăхӗ Анвар Закиров пӗлтернӗ.

Июнӗн 10-мӗшӗнче  12.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен суд приставӗсен Тутарстанри уйрăмӗсенче ахаль çынсемпе организацисен представителӗсене йышӑнаççӗ. Унта кайса республикӑра пурӑнакансем çак служба ӗçне пырса тивекен ыйтусене татса пама пултараççӗ. Мероприятие хутшăнас тесен малтанах çырӑнмасан та юрать, черет йӗркипе кайса кирлӗ ӑнлантарусем илме пулать.

Суд приставӗсен федераллă службин Тутарстанри Тӗп управленийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: судебные приставы