6 уйăхра Тутарстанри суд приставӗсем 10 миллиард тенкӗ парăм шыраса илнӗ
Тутарстанра 2025 çулӑн пӗрремӗш çур çулӗнче парăмçăсенчен 10 миллиард ытла тенкӗ кăларттарнă, çав шутра 1,1 миллиард тенки – алимент укçи. Алимент тӳлессинчен тарса çӳрекенсен тӗлӗшпе пуçарнă 396 уголовнӑй ӗçе пăхса тухнă. Кун çинчен Суд приставӗсен федераллă службин Тутарстанри Тӗп управленийӗн ертӳçи Анвар Закиров пӗлтернӗ.
Май уйăхӗн 25-мӗшӗнчен алимент тӳлеменнисен реестрӗ ӗçлеме пуçланă. Суд приставӗсен ӗçне çӗнӗ технологисем кӗртнӗ хыççăн çынсем парăмсене хăвăрттарах татса парасшăн. Документсен электронлӑ майпа килни те приставсен ӗçне хӑвӑртлатать.
Республикăра 5,4 пин çыннăн пурлăхне арестлесе сутнипе 810 миллион тенкӗ парăма татнă. Çавăн пекех приставсем судран тарса пытаннӑ 23 çынна тытса чарнӑ.
Мигрантсем тӗлӗшпе те ӗç пӗр вырăнта тăмасть. 2025 çулта 564 ют çӗршыв çыннине çӗршывран кӑларса янӑ, 527-шне ятарлӑ учрежденисене вырнаçтарнӑ.
Патшалăх автоинспекцийӗпе пӗрле суд приставӗсем рейдсене те хутшăнса, «Дорожный пристав» тата «Паутина» системăсемпе усă курса парӑмçӑсен автомашинисене тупса арестлеççӗ. Кăçал çакӑн пек 75 рейд ирттернӗ.
Ют çӗршыва канма каяс умӗн суд приставӗсем тӳлемен парăмсем пулсан чикӗ урлă каçарманни çинчен аса илтереççӗ. Парӑм пуррипе çуккине Суд приставӗсен федераллă службин Тутарстанри Тӗп управленийӗн сайтӗнче тӗрӗслемелле.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ ИА».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев