Крешӗнсен Питрава чӗнеççӗ
Ку шăматкун, июлӗн 19-мӗшӗнче Мамадыш районӗнчи Зюри ялӗ çывăхӗнчи «Тырлау» лапамӗнче кӗрешӗнсен наци уявӗ «Питрау» иртет. Уяв хальхинче те анлă пуласса, ăна курма 50 пин çын килессе шанаççӗ йӗркелӳçӗсем. Кун пирки «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире Мамадыш районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Степан Спиридонов каласа пачӗ.