Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Крешӗнсен Питрава чӗнеççӗ

Ку шăматкун, июлӗн 19-мӗшӗнче Мамадыш районӗнчи Зюри ялӗ çывăхӗнчи «Тырлау» лапамӗнче кӗрешӗнсен наци уявӗ «Питрау» иртет. Уяв хальхинче те анлă пуласса, ăна курма 50 пин çын килессе шанаççӗ йӗркелӳçӗсем. Кун пирки «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире Мамадыш районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Степан Спиридонов каласа пачӗ.

Питрау 17:00 сехетре лашапа чупса ăмăртассинчен пуçланать, 16:00 сехетрен ачасем валли площадкăсем ӗҫлеме тытăнаççӗ. Уявăн официаллă пайӗ  пролог 18.00 сехетре уçăлать.

Уяв сцени ҫине 49 коллектив тухать, Тутарстанран тата ытти регионсенчен килнӗ ансамбльсем кӗрешӗнсен авалхи юррисем çине пусăм тунине те каласа хăварчӗç йӗркелӳçӗсем. Уявăн хедлайнерӗ – Денис Майданов.

Лапамра пурӗ 10 площадка ӗçлӗ, вӗсен хушшинче кряшенсен кил-ҫурчӗ, халăх вăййисем,  кунтах хӑнасем наци кухнипе паллашма те пултарӗҫ. Çамрăксем валли яланхи пекех «Сваха» паллашу уҫланки те ӗçлет.

Питрау шайӗнче «Кӗрешӗн чиперӗ»  конкурс иртнине «Туганайлар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Юлия Губина каласа пачӗ.  Кӑҫалхи  уявра 6 финалисткăран чи илемлӗ пикене суйлӗҫ.  Питрау паттăрне вара кӗрешӳшӗре палăртаççӗ. Йăлана кӗнӗ тăрăх çӗнтерӳçӗ паттăра «Крешӗн чиперӗ» ята тивӗçнӗ хӗр парне парать. Хальхинче те çаплах пулӗ.

Çамрăксем валли лапамра, кăвайт умӗнче, шыв çийӗн вăйăсем тата дискотека йӗркелеççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: многонациональность обряды и традиции народы Татарстана