Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Шкула пуçтарăнма пулăш» акци пуçланнă

Раççейре «Единая Россия» парти 2007 çултанпа «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыркăмăллăх акцийӗ ирттерет. Вăл кăçал та пуçланни çинчен партин пресс-служби пӗлтерет.

Пулăшăва сывлăх енчен çирӗп мар, ятарлă çар операцине хутшăнакансен, нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ çемьесенчи, çавӑн пекех çӗнӗ регионсенчи шкул ачисем илме пултараççӗ.

Заявкӑсене сентябрӗн 1-мӗшӗччен парти сайчӗ, регионти ӗçтӑвкомсем е обществӑлла йышӑну пӳлӗмӗсем урлӑ йышӑнаççӗ. Пӗлтӗр Раççейре акци шайӗнче 287 пине яхӑн шкул ачи пулӑшу илнӗ.

Патшалжх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова палӑртнӑ тӑрӑх, Тутарстанри 20 пин ытла ачана шкула каймалли хатӗрсемпе тивӗçтернӗ, Лисичанскпа Рубежное хулисене  август уйӑхӗнче 2251 шкул наборӗ ăсатнă.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: единая россия акция помоги собраться в школу