Шупашкар аэропорчӗ космонавт ячӗллӗ пулӗ
«Великие имена России» проекта хутшăнакансем Шупашкар аэропортне А.Николев ятне памашкăн 36650 сасă панă. Тутарстанпа Пушкăртстанра вара литература ӗçченӗсем мала тухнă. Хусан аэропорчӗ Габдулла Тукай ячӗллӗ пулӗ, Ӗпхӗвӗн – Мустай Карим.