ПУШКИН ХАЙЛАВӖСЕНЕ ВУЛАРĂМĂР
Пушкинăн хайлавӗсем самана улшăннăçем кивелмеççӗ, эппин поэт хăй те çынсен чӗрисенче пурăнать.
Июнӗн 6-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра вырăс халăхӗн аслă поэчӗн Александр Сергеевич Пушкинăн çуралнă кунне паллă тăваççӗ. Унăн хайлавӗсем кашни çыннăн пурнăçне пуянлатаççӗ, тӗрлӗ ӳсӗмри çынсене пӗрлештереççӗ. Пушкин çырнă юмахсене эпир мӗн ачаран пӗлетпӗр, сăввисемпе романӗсене шкулта вӗренетпӗр. Аслă поэт çырнă йӗркесем çăмăллăнах асра юлаççӗ.
Пушкинăн хайлавӗсем самана улшăннăçем кивелмеççӗ, эппин поэт хăй те çынсен чӗрисенче пурăнать.
Июнӗн 6-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс библиотекинче «Атьăр Пушкина вулар» ятпа литература сехечӗ иртрӗ. Библиотекарь вулакансене поэтăн кун-çулӗпе пултарулăхӗ пирки каласа пачӗ, ятарласа хатӗрленӗ кӗнеке куравӗпе паллаштарчӗ. Çамрăк вулакансем викторинăна та хаваспах хутшăнчӗç, Пушкинăн сăввисене те кăмăлтан вуларӗç.
Лидия КАРАЕВА.
Теччӗ районӗ,
Çармăс.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев