Тутарстанра Çемье эрни пуçланчӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен республикăра «Тутарстан – телейлӗ çемьесен территорийӗ» слоганпа Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халалланă Çемье эрни иртет. Эрне хушшинче республикăри парксемпе музейсенче, библиотекăсемпе культура çурчӗсенче 600 ытла мероприяти пулать. Вӗсен хушшинче урам концерчӗсем, викторинăсем, мастер-классем, куравсем, кино кăтартăвӗсем. ЗАГСсенчи уявсемпе мăшăрланусене пысăк тимлӗх уйăрнине «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире ЗАГС управленийӗн пуçлăхӗ Эльвира Ахметова пӗлтерчӗ.