Рустам Минниханов: ЗАГС органӗсем кашни çемьен историне çирӗплетсе ăрусен астăвăмне упраççӗ
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов: ЗАГС органӗсем кашни çемьен историне çирӗплетсе ăрусен астăвăмне упраççӗ

Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов тата Раççей юстици министрӗ Константин Чуйченко ЗАГС органӗсен ертӳçисен Пӗтӗм Раççейри канашлăвӗн пленарлă ларăвне хутшăннă. Мероприяти Хусанта Башир Рамеев ячӗллӗ IT-парк площадкинче иртнӗ.

Фото: пресс-службы Раиса РТ.Лару пуçланас умӗн Рустам Миннихановпа Константин Чуйченко куравпа паллашрӗç. Унта Тутарстанри ЗАГСăн çемье йăли-йӗркине упраса хăварас тата мăшăрлану хаклăхне ӳстерес тӗллевлӗ проекчӗсене тăратнă. Хăнасене тӗрлӗ халăхсен йăлана кӗнӗ туй тумӗсене, «Герой арăмӗ» фотокурава тата «Тутар çурчӗ» экспозицие кăтартнă. Çавăн пекех Рустам Миннихановпа Константин Чуйченко «Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез» йăх-несӗл фестивальне, «Папа + я» республика фестивальне тата «Нечкэбил» республика проектне хутшăнакансемпе паллашнă.

Фото: пресс-службы Раиса РТ.

Цифрăлла çемье пулăшуçи тата çемье институчӗ

Рустам Минниханов хăйӗн салам сăмахӗнче ЗАГС органӗсем кашни çемьен историне çирӗплетсе ăрусен астăвăмне упранине палăртнă. Кашни çул Тутарстанра çынсен пурнăçӗпе çыхăннă 123 пине яхăн пӗлтерӗшлӗ пулăма регистрацилеççӗ, 535 пине яхăн тӗрлӗ юридици ӗçӗ ирттереççӗ. Документсен фончӗ уйрăмах паха. Акт çырăвӗсен пӗрремӗш экземплярӗсем республикăри кашни ЗАГСра 100 çула яхăн упранаççӗ, вӗсен пӗтӗмӗшле калăпăшӗ — 14 миллиона яхăн документ. Çырнисен пӗр пайне кивӗ тутар чӗлхипе араб тата латин графикипе çырнă, çакă Тутарстан фондне хăйне евӗрлӗ тăвать.

«Пирӗн тӗп тӗллев — хальхи управлени тата информаци технологийӗсене тӗпе хурса патшалăх регистрацийӗн тытăмне аталантарасси. ЗАГС органӗсем искусствăлла интеллекта кулленхи ӗçре хастар усă кураççӗ. Сăмахран, кăçал „Гаиля“ цифрăлла çемье пулăшуçине хута янă, вăл ЗАГС органӗсен ӗçӗпе çыхăннă ыйтусем çине хуравлать», — пӗлтернӗ республика ертӳçи.

Фото: пресс-службы Раиса РТ.Тутарстанра çемье институтне çирӗплетесси тата йăлана кӗнӗ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхӗсене упраса хăварасси енӗпе хастар ӗçленине те палăртнă Рустам Минниханов. Çемье пурнăçӗнчи юбилярсене — вуншар-вуншар çул хушши шанчăклăхпа юратăва упраса пурăнакан мăшăрсене — халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттереççӗ. «Семейный автобус: традиции в путь» социаллă проект шайӗнче психологсем, репродуктологсем, медиаторсемпе юристсем районсене тухса çемьесемпе уйрăм консультацисем ирттереççӗ.

«Хамăр ӗçре эпир кашни халăхăн йăли-йӗркине шута илетпӗр. Тутарстанра 175 наци представителӗ пурăнать. Республикăри ЗАГСсенче тутар, вырăс, чăваш, удмурт, мари, мордва йăли-йӗркисемпе туйсем иртеççӗ. Çакă ăрусемпе культурăсем хушшинчи çыхăнăва упрама пулăшать. Пирӗн республика опытпа ылмашăнма, чи лайăххисенчен вӗренме хатӗр. Çак тӗлпулу пӗрлехи çӗнӗ çитӗнӳсем патне пысăк утăм пултăр», — пӗлтернӗ Рустам Минниханов.

Цифрăлла тытăм тата пӗрлехи реестр

Константин Чуйченко республика ертӳлӗхне мероприятие çуллӗ шайра йӗркеленӗшӗн тав тунă.  Тутарстан яланхи пекех патшалăх пулăшăвӗсен пахалăхне ӳстересси тата хальхи цифрăлла йышăнусене ӗçе кӗртесси çине пысăк тимлӗх уйăрнине те палăртнă вăл. Сăмахран, регионта мăшăрланни çинчен калакан заявленисене патшалăх пулăшăвӗсен порталӗ урлă параççӗ, ку цифра 100 процента çывхарать.

Регистраци системи ăнăçлă ӗçлетӗр тесен тӗрлӗ патшалăх органӗсем пӗр-пӗринпе çыхăнса ӗçлемеллине те каласа хăварнă ведомство пуçлăхӗ. Юлашки çулсенче Раççейре пӗтӗм çӗршывӗпе ӗçлекен ЗАГСăн пӗрлехи цифрăлла тытăмне йӗркеленӗ. Халӗ тӗрлӗ çӗрте тата хут çинче упранакан даннăйсене пӗр пысăк электронлă реестрта пухнă. Ку реестрта 560 миллион ытла публикаци кӗнӗ та ӗнтӗ.

ЗАГС органӗсен ертӳçисен Пӗтӗм Раççейри канашлăвӗ Хусанта октябрӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен иртет. Унăн ӗçне Раççейри 89 субъект представителӗсем хутшăнаççӗ. Мероприятие РФ Юстици министерстви ирттерет. Тӗп тӗллевсем — ЗАГС ӗçне тухăçлăрах тăвасси, вӗсен ӗç меслечӗсене лайăхлатасси тата чи лайăх практикисемпе паллаштарасси. Ӗçлӗ программăна ЗАГС ӗçне çӗнетес тӗлӗшпе пӗрлехи мелсем туса хатӗрлес, цифрăлла технологисене ӗçе кӗртес тата ертӳçӗсен управлени компетенцийӗсене ӳстерес тӗллевлӗ стратегиллӗ сессисем кӗнӗ.

ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем. 


Раис РТ загс

Нет комментариев