Тутарстанра Çемье эрни пуçланчӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен республикăра «Тутарстан – телейлӗ çемьесен территорийӗ» слоганпа Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халалланă Çемье эрни иртет. Эрне хушшинче республикăри парксемпе музейсенче, библиотекăсемпе культура çурчӗсенче 600 ытла мероприяти пулать. Вӗсен хушшинче урам концерчӗсем, викторинăсем, мастер-классем, куравсем, кино кăтартăвӗсем. ЗАГСсенчи уявсемпе мăшăрланусене пысăк тимлӗх уйăрнине «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире ЗАГС управленийӗн пуçлăхӗ Эльвира Ахметова пӗлтерчӗ.
Вăл уявсем тӗрлӗ вырăнта пулнипе «Çемье эрни» проект республикăри çыннисен пур категорине те çавăрса илнине палăртрӗ.
Хусанти «Елмай» паркра июлӗн 5-мӗшӗнче 11:00 сехетре «Шәҗәрә бәйрәме» йăх-несӗлӗн пиллӗкмӗш уявӗ иртет. Ун шайӗнче йăх-несӗлсен куравӗ, çемье йăли-йӗрки пирки лекторисем, интерактивлă площадкăсем тата концерт пуланине мероприятие йӗркелекен Лилия Гараева каласа пачӗ.
Хусанти загс управленийӗн пуçлăхӗ Елена Студеникина каланă тăрăх, çак вырăнтах 14.30 сехетре 25 çултан кая мар пӗрле пурăнакан, мăнуксем ӳстерме пулăшакан 12 мăшăра «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парӗç. Кăçал июлӗн 8-мӗшӗнче республикăн тӗп хулинче 64 мăшăр çемье çавăрма палăртнине те каларӗ спикер.
«Уявсене пăхмасăр Хусан мăшăрланма шут тытнă çынсене илӗртекен центр пулса тăрать. Вӗсем Мускавран, Санкт-Петербургран, Мурманскпа Красноярскран ятарласа Тутарстанăн тӗп хулине мăшăрланма килеççӗ», – палăртрӗ Студеникина.
Хусанта Чистопольская урамӗнче вырнаçнă Хусан митрополичӗ, Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ храмра июлӗн 8-мӗшӗнче литурги, Петрпа Феврони çветтуйсене халалланă палăк умне чечек хуни, концерт, курав ,мастер-классем иртни пирки Хусан епархийӗн çемье, аттелӗхпе аннелӗх тата ачалăх ыйтăвӗсен уйрăмӗн председателӗ Ярослав атте каласа пачӗ.
Эрнере хушшинче район пуçлăхӗсем 70 çемьене «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парӗç. Çавăн пекех республикăри 47 загсра çемье пурнăçӗн юбилярӗсене чыслӗç.
2008 çулхи июлӗн 8-мӗшӗнчен Çемье, юратупа шанчăклăх кунне паллă тума тытăннă. 2022 çулта ăна патшалăхăн официаллă уявӗсен шутне кӗртнӗ. Ку уяв чăнах та хамăрăн, Раççейре кун курнă, пирӗн йăлари хаклăхсемпе килӗшсе тăрать. Çавăнпа «çӗнӗрен чӗрӗлсе тăнă» Раççейӗн Çемье кунне хапăлласах йышăнтăмăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев