Сувар

Апрелӗн 25-мӗшӗнче МЕГА суту-илӳ центрӗнче XX «Мини мисс Татарстан-2021» республика шайӗнчи ача-пăча илем конкурсӗн суйлав тапхăрӗ иртрӗ

Финал майăн 23-мӗшӗнче Г.Тукай ячӗллӗ тутар патшалăх филармонийӗнче 16:00 сехетре иртет

Апрелӗн 25-мӗшӗнче МЕГА суту-илӳ центрӗнче XX «Мини мисс Татарстан-2021» республика шайӗнчи ача-пăча илем конкурсӗн суйлав тапхăрӗ иртрӗ.

Сцена çине Тутарстан хулисенче тата районӗсенче пурăнакан пӗчӗк пикесем тухрӗç (Элмет, Арск, Балтаси, Елабуга, Анат Кама, Çӗнӗн Шуçăм, Мамадыш, Ешӗлвар, Çӳлту тата ытти те).

Финала тухма ӗмӗтленкен хӗрсем тӗрлӗ енлӗ пултарулăхне кăтартрӗç. Вӗсем юрларӗç, ташларӗç, сăвăсем каларӗç, гимнастика енчен пултарулăхне тата артистизмне кăтартрӗç.

Конкурс итогӗсене пӗтӗмлетнӗ хыççăн жюри репетицие çӳреме пуçлакан 40 финалистка суйларӗ. Финала, ытти чухнехи пекех, 30 хӗр тухать.

Финал майăн 23-мӗшӗнче Г.Тукай ячӗллӗ тутар патшалăх филармонийӗнче 16:00 сехетре иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: