Сувар

Авалхи пăлхар чӗлхипе калаçакансем сывă-ха!

Ситимӗр, Еливан, Илинка, Еливан, Самуха, Сутимӗр, Миннебай, Савтирек... Çаксем пăлхарсен тăхăмӗсем пулмасан тата камсем вара? Тата хăш халăхăн пур ун пек ятсем?

Чăвашсем пăлхарсенчен тухман текенсене кăтартас килет манăн çак ял çыннисене, вӗсен самана улăштарман чӗлхине итлеттерес килет. Никольский тата ытти тӗпчевçӗсем тупса палăртнă археологи факчӗсене шута илмен хăш-пӗр лингвистсем пăлхарсем анăç-тӗрӗк чӗлхипе калаçнă теççӗ. Вăл имӗш чăваш чӗлхипе тăванлă, анчах та пӗр мар тесе çирӗплетме хăяççӗ. Имӗш эпир пăлхарсен иккӗмӗш сыпăкӗнчи тăванӗсем кăна. Чул палăксем çинче арабла çырса хăварнă, анчах та чăвашла кăна вуланакан сăмахсем мӗншӗн вӗсене ӗнентереймеççӗ? Пулма пултарайман гипотезăсене чăнлăх вырăнне хурса тӗлӗнтереççӗ. Ан васкăр. Пирӗн авалхи пăлхар чӗлхипе калаçакансем те сывă вӗт-ха.

ХАЛĂХ НИКӖСӖ

Ку вăл тӗне кӗмен чăвашсем. Сăнанă-и, Элмет районӗнчи Патраклă, Пӳсрек тата ытти ялсенчи хăш-пӗр чăвашсен пуплевӗ тутарларах акценпа пулса тухать. Вӗсем хăйсем çакна сисмеççӗ те, ашшӗ-амăшӗсем вӗрнетсе хăварнă пек калаçаççӗ ӗнтӗ. Патраклăсемпе пӳсрексен калаçăвӗ ытти, тӗне кӗнӗ ялсенчи чăвашсемпе хутшăнкаланине пула кăштах улшăнма пултарнă-ха. Пӳсрекрен 1927 çулта уйрăлса тухнă çутăкӳлсен вара çук. Азнакай районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗ хăйӗн уйрăмлăхне тытса пырать. Акă вăл ялти вăрçăра пулнă арçынсен ячӗсем: Изьяндук, Радук, Ухливан, Сидияр, Тутирек, Тутиер, Савнепи, Сауч, Мăрса, Янтияр, Вазинка, Савдинка, Идулла, Гайса, Тутимӗр, Ситимӗр, Еливан, Илинка, Еливан, Самуха, Сутимӗр, Миннебай, Савтирек... Çаксем пăлхарсен тăхăмӗсем пулмасан тата камсем вара? Тата хăш халăхăн пур ун пек ятсем?

Паян та вӗсен ачисем ӗмӗрсем хушши сыхланса юлнă аслашшӗсен тӗнӗпе йăли-йӗркине, тӗшмӗшӗсене упраса пурăнаççӗ. Пăлхарсен еткерлӗхӗ вăл.

ЛЕШ ТӖНЧЕРЕН

ХХ ӗмӗр пуçламăшӗнче Пӳсрекри Паймуллин Тимухха ывăлӗ Çтаппан кунта куçса килекенсенчен чи ватă çын пулнă. Хăйӗн ăруне лайăх çӗр çине илсе килес туртăмӗ унăн вăйлă пулнă. Часах вилессине сиссен те вăл питӗ çӗнӗ çӗре куçасшăн пулнă. Çапла Çтаппан лавпа хăй тунă çăка тупăк çинче ларса килет çӗнӗ ял вырăнне. Çав çулах вилет вăл. «Леш тӗнчере те сире ертсе пырăп, пулăшса тăрăп эп» – пулаççӗ ватăн юлашки сăмахӗсем. Çапла Çтаппан кунти масара пуçлаканӗ пулса тăрать.

КӖÇНЕРНИКУН
Çутăкӳл ялăн халăхӗ ӗçченлӗхпе уйрăлса тăрать. Çынсем кунти пурнăçа çӗрпӳртсем чавса пуçланă. Çывăхри Учаллă тутар ялӗнче хӗл каçнă хыççăн çуркунне çуртсем тума тытăннă. Арçынсем платник ӗçне ăста пулнă, тавра пӗлекен тимӗрçӗсем ӗçленӗ кунта. Хӗрарăмсем лайăх тӗрленӗ, çыхнă, пир тӗртнӗ. Ӗçе ытла уйăрсах та тăман-тăр, хулара мар вӗт. Утă та çулмалла, выльăх та пăхмалла.
Уявсене вара кӗçнерникунсенче ирттернӗ: Наврусне те, Мăнкунне те, Çимӗкне те. Çак куна çутăкӳлсем «Эрне каç» теççӗ. Вăл уйрăм колхозпа пурăнакансемшӗн те канмалли кун шутланнă. Çак кун мунча кӗрсе тасалмалла, унтан ваттисене асăнмалла пулнă. Ноябрь уйăхӗн пӗрремӗш кӗçнерникунӗнче çутăкӳлсем ялӗпе ваттисене асăнаççӗ.

ЯЛ-ЯЛ ВИТӖР

Чăваш ялӗсенчен инçе пурăннинчен аптăраса тăман çутăкӳлсем, тӗне кӗменнисемпе çыхăну тытса тăнă. Тӗслӗхрен, Пушкăртсанри Бакалă районӗнчи Юльтимировка ялне хӗллехи Микула тума çӳренӗ, Элмет районӗнчи Пӳсрекре Çăварние уявланă, Заинск районӗнчи Канаш ялне хăнана Çимӗк хыççăн Троица тума пухăнса кайнă. Асăннă ял çыннисем Çутăкӳле Акатуй тума пухăннă. Паллă ӗнтӗ, хӗрсем те илсе килнӗ, мăшăрланнă. Пӗр каччă тӗне кӗмен хӗр шыраса Самар облаçӗнчи Ăрсинех çитнӗ тесе каласа пани асра.

УХТЕПИПЕ ТАВЕРПИ

Ку чухне пăлхар хӗрарăмӗсен ячӗсене асăнни те ытлашши пулмӗ. Упăшкисемпе тата ашшӗсемпе пӗрле çак яла çак хӗрарăмсем килнӗ: Чӗкеçпи, Пике, Сертепи, Çеçтилет, Сильтепи, Ультепи, Çеçпике, Сайрук, Чечук, Минсылу, Майсылу, Майпике, Хӗртилет, Кӗлпике, Минаç, Сарпике, Маура, Сайрепи, Тевечей, Савтепи, Милерпи, Сенерпи, Унерпи, Янчаслу, Тевеслу, Теветпи, Чиаслу, Мислу, Кнеслу, Унеçпи, Юмапике, Ухтепи тата ытти тата ытти те. Мӗнлерех илемлӗн ярăнаççӗ вӗсем. Çав вăхăтра пулса иртнӗ вăхăтранпа пӗр ӗмӗр те иртмен вӗт-ха. Мӗн вăл историшӗн пӗр ӗмӗр?.. Иккӗленӳ çук – пăлхарсен пӗрремӗш тăхăмӗсем эпир.



 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: