Автоинспекторсем рейда тухрӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Автоинспекторсем рейда тухрӗç

Çулталăк пуçланнăранпа икӗ уйăх кăна иртрӗ пулсан та çирӗç çул çине сиксе тухнипе республикăра 45 авари пулнă, вӗсенчен 21 çыннăн пурнăçӗ татăлнă, 75-шӗ аманнӑ.

Çул-йӗр правилисене пăсакансене тупса палăртас тӗллевпе мартăн 5-мӗшӗнчен пуçласа 18-мӗшӗччен Тутарстанра автоинспекторсен  «Встречная полоса» профилактика мероприятийӗ ирттереççӗ. Кун пирки РФ Патшалăх автоинспекцийӗн Тутарстанри управленийӗн  пресс-служби пӗлтерет.

Аса илтеретпӗр! ПДД йӗркине пӑсса хирӗç çул çине тухнӑшӑн 7500 тенкӗ штраф тӳлеттерме е 4 уйӑхран пуçласа 6 уйӑх таран  правасăр хăварма пултараççӗ. Тепӗр хут пăссан документа 1 çула илеççӗ.

Хаклӑ водительсем,  çул çине тухсан хӑрушсӑрлӑх тата пассажирсен пурнăçӗ  сирӗн алăра пулнине асра тытăр! Çул-йӗр правилисене яланах пӑхӑнӑр: хӑрушӑ маневрсем ан тăвăр, яланах çанталӑк условийӗсене, çул çинчи лару-тăрăва шута илӗр.


гибдд рт #БезопасностьНаДорогах

Нет комментариев