Çармăс ялӗнчи мероприятисем
Çӗнӗ хыпарсем

Çармăс ялӗнчи мероприятисем

Теччӗ районӗнчи Çармăс библиотеки Пӗтӗм Раççейри Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 81 çул çитнине халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ.

Лидия Караева библиотекарь тăрăшнипе ял-йыш, шкул ачисем «Çӗнтерӳ чӳречисем», «Ветерана саламла», «Георгий хăйăвӗ» акцисене хутшăнса чӳречесене илемлетнӗ, тыл ӗçченӗсемпе вăрçă ачисене килӗсене кайса саламланă, Георгий хăйăвӗ валеçнӗ.

Çавăн пекех «Раççее пӗрлештернӗ Çӗнтерӳ», «Хамăр ентешсен фронтри паттăрлăхӗ» историпе литература сехечӗсем ирттернӗ.

Л.Караева сăнӳкерчӗкӗсем.


Тетюшский район #День Победы

Нет комментариев