Хусанта паян Ухӑпа перессипе Пӗтӗм Раççейри ӑмӑртусем пуçланчӗç
Тӗп хыпар

Хусанта паян Ухӑпа перессипе Пӗтӗм Раççейри ӑмӑртусем пуçланчӗç

Ăмăртусемпе пӗрле паян Хусанта Ухӑпа перессипе центр та уçӑлчӗ. Церемонисене РФ Генеральнӑй прокурорӗ Александр Гуцан, Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, РФ спорт министрӗ Михаил Дегтярев тата Хусан мэрӗ Ильсур Метшин хутшӑнчӗç.

Паян Хусанта Ухӑпа перессипе центр уçӑлчӗ. Ăна уçнă çӗре РФ Генеральнӑй прокурорӗ Александр Гуцан, Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, РФ спорт министрӗ Михаил Дегтярев тата Хусан мэрӗ Ильсур Метшин хутшӑнчӗç, пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби.

Соревнования по стрельбе из лука

Çӗнӗ спорт комплексне «Тасма» спорт шкулӗн территорийӗнче туса лартнӑ. Ятарлӑ центр ухӑçӑсене çулталӑкӗпех тренировка тума май парӗ. Занятисем валли 96×51 метр пысӑкӑш анлă манеж хатӗрленӗ. Центра сменӑра 100 çын вырнаçмалăх хатӗрленӗ. Палăртнă тăрăх, кунне кунта тӑватӑ сменăран сахал мар пулӗ. Объекта çулталӑкран та сахалрах вăхăтра туса пӗтернӗ.

Александр Гуцан

Александр Гуцан сăмахӗпе, юлашки çулсенче Хусан Раççейре чи пысӑк спорт центрӗсенчен пӗри пулса тӑнă.

«Кунта хальхи йышши   спорт сооруженийӗсем туса лартнӑ, тӗнче шайӗнчи турнирсем иртнӗ. Паян олимп резервӗсен шкулӗн никӗсӗнче эпир Раççейӗпе те ухăран перессипе чи пысӑк ятарлӑ центр уçатпӑр. Ку спортӑн авалхи тӗсӗсенчен пӗрин аталанӑвӗн çӗнӗ тапхӑрӗ пулӗ. Кунта спортӑн тӗнче шайӗнчи çӗнӗ çӑлтӑрӗсем çуталасса чун-чӗререн шанатăп», - тенӗ РФ Генпрокурорӗ.

Ăмăртусене Раççей ялавӗпе хутшăнӗç малашне

Раис РТ Рустам Минниханов

Рустам Минниханов Ухӑпа перессипе центра уçни Тутарстаншӑн спорт инфраструктурине аталантарассинче тепӗр пысӑк утӑм пулнине палӑртрӗ. Республика ертӳçи Хусан 2028 çулта Пӗтӗм тӗнчери куçса çӳрекен халăхсен VII вӑййисене йышӑнассине, ухӑпа пересси турнирӑн тӗп спорт дисциплинисенчен пӗри пулнине аса илтерчӗ.

«Эпир массӑлла тата профессилле спорт валли условисем туса парассине планпа пурнӑçа кӗртсе пыратпăр. Ухӑпа пересси тимлӗхе, чӑтӑмлӑха тата характера туптанма, тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑçлама вӗрентет», – терӗ Республика ертӳçи.

Вӑл центра тунӑ çӗре хутшăннисене – строительсене, спортсменсемпе тренерсене тав турӗ. «Çӗнӗ центр çӗнӗ чемпионсем ӳстерекен площадка пуласса шанатӑп. Пурне те çирӗп сывлӑх, спортра çӗнтерӳсемпе çитӗнӳсем тума сунатӑп», – хушрӗ Рустам Минниханов.

Официальная делегация турнира

Михаил Дегтярев центра уçнă чух лайăх хыпар пӗлтерчӗ. Пӗтӗм тӗнчери ухӑпа перессипе федераци пирӗн наци сборнӑйӗшӗн мӗнпур чарусене пӑрахӑçланине каларӗ.

«Халӗ эсир, атьсем, ăмăртусене Раççей ялавӗпе хутшăнма, çӗнтерӳ тунă хыççӑн çӗршыв гимнне итлеме пултаратӑр, çакӑнпа эпӗ сире саламлатӑп!» - терӗ вӑл ухӑçӑсене.

Çӗнӗ спорт центрне меллӗ хывӑнмалли пӳлӗмсемпе, тренер пӳлӗмӗсемпе, тренажер залӗпе тата администраци корпусӗпе тивӗçтернӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, спортсменсемпе тренерсен йышне мӗн кирли – йăлт пур. Центра уçни Хусанта Раççей чемпионачӗсемпе халăхсен хушшинчи ăмăртусене те йышăнма май парӗ.

Центр по стрельбе из лука

Раççейӗн Генеральнӑй прокурорӗн Кубокӗшӗн ӑмӑртӗç 

Церемоние Раççейӗн Генеральнăй прокурорӗ Александр Гуцан, Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, Раççей спорт министрӗ Михаил Дегтярев, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин хутшӑнчӗç.

Раççейӗн Генеральнӑй прокурорӗн Кубокӗн ăмăртăвне çуллен  Раççейӗн Генеральнӑй прокуратурин тӗревӗпе Ухӑпа перессипе  федераци ирттерет. Ӑмӑртусем акă ӗнтӗ иккӗмӗш çул Тутарстанра пулаççӗ.

Александр Гуцан ӑмӑртӑва хутшӑнакансене саламласа, турнир  наградӑсемшӗн тупӑшу кӑна пулманнине каласа вăл спортсменсене  пысӑк спорта çул уçнине палăртрӗ.

«Раççейӗн наци сборнӑйӗшӗн вăл кадрсен лаççи пулса тӑчӗ. Ку вăл пурте пӗрле çыракан туслӑхпа çитӗнӳсен чӗрӗ историйӗ: йӗркелӳçӗсемпе ертӳçӗсен, тренерсен, ашшӗ - амӑшсен, болельщиксен тата, паллах, пирӗн талантлă çамрӑк спортсменсен», – терӗ Раççейӗн Генеральнӑй прокурорӗ.

Соревнования по стрельбе из лука

Кӑçал Ухӑпа перессипе Пӗтӗм Раççейри ӑмӑртусем сентябрӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа 18-мӗшӗччен иртеççӗ. Унта çӗршывăн 48 регионӗнчен 14-20 çулсенчи 600 яхӑн спортсмен хутшӑнать. Вӗсем хӑйсен регионӗсен пӗрлештернӗ командисене харпӑр тата команда зачетӗнче хутшăннă. Ухӑçӑсем 32 комплект наградӑшӑн 50, 60 тата 70 метрлӑ дистанцисенче икӗ дисциплинӑра кӗрешӗç: классика енӗпе  тата блоклӑ ухӑпа.

Сăнӳкерчӗксем: https://rais.tatarstan.ru/pressa сайтран. 


Соревнования по стрельбе из лука на Кубок Генерального прокурора РФ

Нет комментариев