Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Çӗнӗ хум» конкурс çӗнтерӳçисене майăн 14-мӗшӗнче Шупашкарта кӗтеççӗ

Хисеплӗ çӗнтерӳçӗсемпе призёрсем тата илемлӗ сăмахлăх ăсталăхне аталантарма пулăшакан вӗрентекенсем! Сире май уйăхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулин И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн тӗп корпусӗнчи пысăк залӗнче 12 сехетре пуçланакан конкурс чыславне чӗнетпӗр. Уява пурне те чăвашла тумланса килме сӗнетпӗр.

Чăваш наци конгресӗн Вӗрентӳ комитечӗ йӗркеленӗ И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул, çӗнӗ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă регионсен шайӗнчи «Çӗнӗ хум» литература конкурсӗ вӗçленчӗ. Çамрăк çыравçăсен ăмăртăвне ирттерме ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ тата Чăваш наци библиотеки хутшăнчӗç.

Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Ен, Тутарстан Республикисен тата Чӗмпӗр облаçӗн шкул ачийӗсемпе çамрăкӗсенчен çӗр ытла хайлав килчӗ. Жюри конкурса килнӗ хайлавсене тимлӗ вуласа тухнă хыççăн пултаруллă шкул ачисемпе студентсене тупрӗ, çӗнӗ ятсем уçрӗ, 43 çӗнтерӳçӗпе призёра палăртрӗ, вӗсене чыслава чӗнме йышăнчӗ.

«Çӗнӗ хум» конкурсӗн çӗнтерӳçисемпе призерӗсене дипломсемпе тата парнесемпе чыслама укçа-тенкӗпе пулăшнăшăн Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствине тав тăватпăр.

Конкурса хутшăннă çамрăк çыравçăсем! Манмарăр халăхăмăра ыр суннине – Иван Яковлевич халалне. Пултарулăх конкурсӗнче хăвăр шухăш-кăмăла палăртма тăрăшрăр, тав тăватпăр, малашне чăваш чӗлхи тавра пӗрлешсе вăй хума, хайлавсем çырма чăтăмлăх, çирӗп сывлăх, юрату тата ăнăçу сунатпăр.

«Çӗнӗ хум» конкурсӗн тӗп пӗтӗмлетӗвӗпе чыславне килме çак çӗнтерӳçӗсемпе призерсем тивӗçлӗ пулчӗç:

Мария Егорова (Тутарстан Республики, Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ, 7-мӗш класс), Дарья Яковлева (Тутарстан Республики, Çӗпрел районӗ, Алёшкин-Саплăк шкулӗ, 9-мӗш класс), Диана Тихонова (Тутарстан Республики, Çӗпрел районӗ, Çӗпрел отрасль технологийӗсен техникумӗ, 1-мӗш курс), Дарья Сандиярова (Тутар Республики, Çӗпрел районӗ, Хурăнвар-Шăхаль шкулӗ, 11-мӗш класс), Игор Давыдов (Тутар Республики, Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ, 8-мӗш класс), Диана Унискова (Тутарстан Республики, Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ, 10-мӗш класс), Анастасия Игнашева (Тутар Республики, Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ, 10-мӗш класс), Елизавета Аюгова (Чӗмпӗр облаçӗ, Чăнлă районӗ, Çӗнӗ Улхаш шкулӗ, 8-мӗш класс), Алина Макарова (Чӗмпӗр облаçӗ, Чăнлă районӗ, Çӗнӗ Улхаш шкулӗ, 9-мӗш класс), Виктория Захарова (Чăваш Республики, Йӗпреç районӗ, Пучинке шкулӗ, 8-мӗш класс), Антон Мозяков (Чăваш Республики, Çӗмӗрле хули, Çӗмӗрле хулин 3-мӗш шкулӗ, 11-мӗш класс), Регина Лукина (Чăваш Республики, Тăвай районӗ, Енӗш Нăрваш шкулӗ, 8-мӗш класс), Даниил Болотов (Чăваш Республики, Çӗрпӳ районӗ, Кăнар шкулӗ, 7-мӗш класс), Ирина Вандрохова (Чăваш Республики, Çӗрпӳ районӗ, Опытнăй шкулӗ, 9-мӗш класс), Мария Васильева (Чăваш Республики, Тăвай районӗ, Тăрмăш шкулӗ, 7-мӗш класс), Дарья Григорьева (Чăваш Республики, Çӗрпӳ районӗ, Михайловка шкулӗ, 8-мӗш класс), Карина Борисова (Чăваш Республики, Красноармейски районӗ, Красноармейски шкулӗ, 7-мӗш класс), Алина Тимофеева (Чăваш Республики, Йӗпреç районӗ, Çăкалăх шкулӗ, 8-мӗш класс), Виола Андреева (Чăваш Республики, Шупашкар районӗ, Янăш шкулӗ, 9-мӗш класс), Виктория Кабакова (Чăваш Республики, Шупашкар хули, 44-мӗш шкул, 9-мӗш класс), Карина Плечова (Чăваш Республики, Патăрьел районӗ, Патăрьелӗн 1-мӗш шкулӗ, 10-мӗш класс), Соня Лукина (Чăваш Республики, Шупашкар хули, 62-мӗш шкул, 10-мӗш класс), Елена Кириллова (Чăваш Республики, Патăрьел районӗ, Турхан шкулӗ, 11-мӗш класс), Александра Ярмушова (Чăваш патшалăх аграри университечӗ, 3-мӗш курс), Кристина Кузьмина (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, 4-мӗш курс), Татьяна Сапожникова (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, 3-мӗш курс), Мария Воробьева (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, 1-мӗш курс), Раиса Семенова (И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗ, 2-мӗш курс), Алла Краснова (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, 2-мӗш курс), Дарья Иванова (Чăваш Республики, Канаш районӗ, Ăвăспӳрт Кипеч шкулӗ, 8-мӗш класс), Вадим Федоров (Чăваш Республики, Канаш районӗ, Ăвăспӳрт Кипеч шкулӗ, 7-мӗш класс), Галина Романова (Чăваш Республики, Красноармейски районӗ, Пикшик шкулӗ, 8-мӗш класс), Антон Васильев (Чăваш Республики, Канаш районӗ, Уçырма шкулӗ, 8-мӗш класс), Мария Ксенофонтова (Чăваш Республики, Элӗк районӗ, Юнтапа шкулӗ, 8-мӗш класс), Станислав Петров (Чăваш Республики, Çӗрпӳ районӗ, Туçи шкулӗ, 10-мӗш класс), Сергей Иванов (Чăваш Республики, Елчӗк районӗ, Курнавăш шкулӗ, 10-мӗш класс), Прохор Степанов (Чăваш Республики, Йӗпреç районӗ, Пысăк Упакасси шкулӗ, 8-мӗш класс), Анжела Ильина (Чăваш Республики, Йӗпреç районӗ, Эйпеç шкулӗ, 9-мӗш класс), Елена Астраханцева (Чăваш Республики, Шупашкар районӗ, Çӗньял-Покровски шкулӗ, 11-мӗш класс), Инесса Волкова (Чăваш Республики, Елчӗк районӗ, Çирӗклӗ Шăхаль шкулӗ, 8-мӗш класс), Анна Порфирьева (Чăваш Республики, Шупашкар хули, 40-мӗш шкул, 8-мӗш класс), Дарья Константинова (Чăваш Республики, Шупашкар хули, 64-мӗш шкул, 7-мӗш класс), Анжела Филиппова (Чăваш Республики, Йӗпреç районӗ, Эйпеç шкулӗ, 9-мӗш класс).

Хисеплӗ çӗнтерӳçӗсемпе призёрсем тата илемлӗ сăмахлăх ăсталăхне аталантарма пулăшакан вӗрентекенсем! Сире çу/май уйăхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулин И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн тӗп корпусӗнчи пысăк залӗнче 12 сехетре пуçланакан конкурс чыславне чӗнетпӗр. Уява пурне те чăвашла тумланса килме сӗнетпӗр.

Конкурса хутшăннă шкул ачисемпе студентсене çу/май уйăхӗн 17-мӗшӗ хыççăн Чăваш наци конгресне сертификат кӗрсе илме ыйтатпăр.

Геронтий Никифоров,

Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ, конкурс жюри пайташӗ.

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс çӗнӗ хум