Тутарстан Гидрометцентрӗ январӗн 4-мӗшӗнче республикăра çанталăк япăхланассине, çил-тăман тухма пултарассине, йӗпе юр çăвассине систерет.
Тутарстан Гидрометцентрӗ январӗн 4-мӗшӗнче республикăра çанталăк япăхланассине, çил-тăман тухма пултарассине, йӗпе юр çăвассине систерет. Синоптиксем тăвăл тухма пултарассине те асăрхаттараççӗ. Çавна май çул çинче уйрăмах асăрхануллă пулмалла, 500 метртан инçене курăнмӗ е сахалрах та.
Çанталăк лару-тăрăвне кăнтăртан вӗрекен çил те япăхлатӗ. Çил çеккунтра 15-20 метр хăвăртлăхпа вӗрӗ, уйрăм районсенче çеккунтра 23 метрпа танлашма та пултарать. Хусанта çил вăйӗ 15-20 метртан ытла пулмӗ.
Йӗпе юр, вăйлă çил çул пăрланас хăрушлăха та ӳстереççӗ. Унсăр пуçне юр хӗвсе тултарма та пултарать. Çавăнпа çула тухассинчен тытăнса тăрсан та юрать. Хăвăра упрăр.
Нет комментариев