Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çуллахи каникул пуçлансан та Петӗр Хусанкая халалланă конкурссене хутшăнма ан манăр

Хаçатра Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă конкурссем ирттерни пирки тепӗр хут аса илтеретпӗр сире, хаклă вулаканăмăрсем. 

Шкул ачисемпе студентсем валли конкурс «Эпир Хусанкай ентешӗсем» ятлă. Мӗн çинчен çырмалла-ха конкурса яракан хайлавра? Паллах, Чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн пултарулăхне тӗпе хумалла. Конкурса сăвă та, заметка та, калав та, статья та, тӗрленчӗк те çырса яма юрать. Конкурс материалӗсене «Шăнкăрав» кăларăмра пичетлесе пыратпăр. 

Вӗрентекенсем валли вара «Петӗр Хусанкай пултарулăхӗпе ирттернӗ чи лайăх урок» конкурс пуçланă. Аслă поэтăмăрăн хайлавӗсене вӗрентекен, тишкерекен интереслӗ уроксем кӗтетпӗр вӗрентекенсенчен. Çуллахи каникул пуçлансан та конкурса хутшăнма ан манăр, хисеплӗ учительсем.

Çавăн пекех Петӗр Хусанкай сăввисене калакансен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» онлайн-конкурсне те ирттеретпӗр. Ку конкурса ача садне çӳрекенсенчен пуçласа аслисем таранах хутшăнма пултараççӗ. Петӗр Хусанкайăн пӗр-пӗр сăввине е поэма сыпăкне каланине видео ӳкермелле те редакцие suvar@mail.ru электронлă адреспа е +79179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла. Конкурса янă ӗçсемпе  хаçатăн «ВКонтакте» соцсетьри тата «Телеграм» каналти аккаунчӗсенче паллашма пулать. 

Конкурс материалӗсене 2022 çулхи октябрӗн 31-мӗшӗччен  йышăнатпăр. Тӗплӗнрех хаçатăн 4-мӗш номерӗнче (04.02.2022) е сайтра çак каçăпа вуласа пӗлме пулать:  http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/petr-khusankay-curalnaranpa-115-cul-citnine-khalallana-konkurssem-puclatpar-khutshanar .

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс

2
X