Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇЫРЧАЛЛИНЕ ПЕТЯ ЕРМОЛАЕВ КИЛЕТ

Çырчаллинче тепӗр чăваш концерчӗ декабрӗн 22-мӗшӗнче 19 сехетре пулать. Ун чух Автохула чăвашӗсене Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, Алексей Шадриков тата «Авангард» ташă ушкăнӗ савăнтарӗç.

Ноябрӗн 24-мӗшӗнче Çырчаллинчи Сара Садыкова ячӗллӗ Концерт керменӗнче чăвашсем черетлӗ концерта пухăнчӗç. Хальхинче Автохулана  Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗсем Стас Владимировпа Катя Петрова тата Любовь Гордеева юрăçпа Георгий Сорокин баянист килчӗç. Концерта вӗсем Анне кунне халалларӗç.

Зал туллиех марччӗ, çакна, паллах, артистсем те палăртмасăр хăвармарӗç, Катя Петрова: «Эсир концерт курма пиллӗкӗн кăна килсен те, концерт лартмасăр каймастпăр»,– терӗ кун пирки. Çырчаллин нумай чăвашӗ «КамАЗ» УАО завочӗсенче ӗçлеççӗ. Унта вара эрнере тăватшар ӗç кунӗ кăна халӗ. Паллă ӗнтӗ, ӗç кунӗ чакрӗ-тӗк, укçи те сахалланать. Çак сăлтавпа та нумай чăваш концерта çӳремест пулмалла. Паллах, реклама пирки те сăмах тухрӗ. Константин Илюхин пулас концертсем пирки «Ватсапп» урлă пӗлтерни пирки каларӗ. Галина Кузьмина «ВКонтактере» «Чуваши Челнов» сайт пурри пирки аса илтерчӗ. Унта та пулас концертсем пирки пӗлтерӳсем пулаççӗ.

Чăваш артисчӗсем килни пирӗн хулашăн кашнинчех культура уявӗ. Кун çинчен «Сувар» хаçат та çырсах тăрать. Концерт пуçланиччен тата антракт вăхăтӗнче нумай чăваш «Сувар» хаçата килес 2019 çулăн пӗрремӗш çур çулне çырăнчӗç. «Çакăн пек чăваш концерчӗсем, «Сувар» хаçата çырăнакансем пирӗн чăвашлăха, чăваш чӗлхине сыхласа хăвараççӗ. Чăваш чӗлхи пӗтсен, чăваш халăхӗ те пӗтет», – тесе палăртрӗ «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев.  

Концерт пурне те килӗшрӗ, чăваш концерчӗсене йӗркелекен Лидияпа Константин Илюхинсене тав турӗç.

Йӗркелӳçӗсем тепӗр чăваш концерчӗ декабрӗн 22-мӗшӗнче 19 сехетре пулассине пӗлтерчӗç. Ун чух Автохула чăвашӗсене Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, Алексей Шадриков тата «Авангард» ташă ушкăнӗ савăнтарӗç.

Евгений ИЛЮХИН. Çырчалли. (К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана