Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элмет районӗнчи шкулсенче антиковидлӑ расписани йышӑннӑ

Ӑшӑ ҫанталӑкра, учителе доскапа компьютер кирлӗ мар пулсан, уроксем урамра иртӗҫ

Уроксемпе переменӑсен пуҫламӑшӗ кашни класшӑн расна пулать.

Районти Вӗрентӳ управленийӗн ертӳҫи Ирина Павловская пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Элметри ачасем шкула тӗрлӗ вӑхӑтра килессине пӗлтернӗ. Шкулӑн мӗн пур алӑкӗ уҫӑ пулать.
"Ачасем шкула вӑхӑтпа килме пуҫлаҫҫӗ. Калӑпӑр, 1-мӗш "а" 8:00 сехет валли килет, 1-мӗш "б" 8:10 валли. Ҫак вӑхӑтра пӗр алӑкран эпир шутлӑ ачана кӗртетпӗр, анчах шкула ачасем тӗрлӗ вӑхӑтра кӗрӗҫ" , – ӑнлантарнӑ Павловская.
Вӗренекенсен мӗн пур занятийӗ пӗр кабинетра иртет. Пӗр класпа тепӗр клас ан тӗлпултӑр тесе переменӑна та шкул ачисем тӗрлӗ вӑхӑтра тухӗҫ. Ҫакӑ столовӑя каяссине те пырса тивет. Ӑшӑ ҫанталӑкра, учителе доскапа компьютер кирлӗ мар пулсан, уроксем урамра иртӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев