Сувар

Кандинский художникăн Хусанта упранакан коллекцийӗнчи ӳкерчӗке Италине илсе кайнă

Паллă вырăс художникӗн, ӳнер искусствин теоретикӗн, абстракционизма пуçарса яраканӗн тата «Кăвак юланут» пултарулăх ушкăнне йӗркелесе яраканăн Василий Кандинскин ТР ИЗО Музейӗнчи «Импровизация 34» картини Италири Ровиго хулинчи мегакурав проектне хутшăнӗ.  

Унта нарăс уйăхӗн 26-мӗшӗнче «Кандинский. 1900-1940 çулсенчи произведенисем» ятлă курав уçăлӗ. Ренессанс стилӗнчи керменти Роверелла Палаццо галерейăра çак курав тăватă уйăх, çӗртмен 26-мӗшӗччен пырӗ.

«Импровизация 34» картинăна Кандински 1913 çулта Мюнхенра ӳкернӗ. Хусана çак ӳкерчӗке художник 1920-мӗш çулсен вӗçӗнче панă пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: