Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑҫал нумай объекта юсанӑ, ҫитес ҫул та юсӗҫ

Ҫурт-йӗре тӗпрен юсама кӑҫал Тутарстанра 6,5 млрд тенкӗ уйӑрнӑ

Социаллӑ тата культура пӗлтерӗшӗллӗ объектсене тӗпрен юсама 2020 ҫулта Тутарстанра 14 млрд тенкӗ уйӑрнӑ.
Республикӑри капиталлӑ юсав программисем ҫитес ҫул та ӗҫлӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен ТР строительство министрӗн ҫумӗ Алексей Фролов пӗлтернӗ.
Ҫурт-йӗре тӗпрен юсама кӑҫал Тутарстанра 6,5 млрд тенкӗ уйӑрнӑ.
Спикер сӑмахӗсемпе, кӑҫал республикӑра 50 программа ӗҫлет пулсан, вӗсенчен 26-шӗ капиталлӑ юсав тӗлӗшӗпе. Ҫав шутра 172 вӗрентӳ объектне юсаҫҫӗ: 36 муниципаллӑ шкул, 3 ятарлӑ кадет шкулӗ, 89 шкул умӗнхи вӗрентӳ учрежденийӗ.
Унсӑр пуҫне Тутарстанра кӑҫал 23 больницана, 45 культура ҫуртне, 16 спорт шкулне, 4 олимп резервӗн шкулне икӗ спорткомплекса юсаса пӗтернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев