Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗллехи каникулсенче инçете кайса çӳремесен те юрӗ

Вăл вăхăтра ют çӗршывсене кăлармасса та пултараççӗ

Хусан мэрийӗ çынсем валли хуларах савăнмалли япаласем хатӗрлет. Ют çӗршыври курортсене хӗллехи каникулсем вăхăтӗнче кайма чарма пултараççӗ. Çакăн çинчен Хусан адмнистрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.

«Сăмах Хусантан тухма юраманни пирки мар, вăл вăхăта хупăнма пултаракан ют çӗршыв курорчӗсем пирки пырать», – тесе палăртнă мэри пресс-службин ертӳçи Владимир Казанцев.

Иртнӗ эрнере Роспотребнадзор пуçлăхӗ Анна Попова Раççей çыннисене Çӗнӗ çулхи уяв кунӗсене килӗсенче ирттерме сӗннине аса илтернӗ Тутарстанăн шӗкӗр хулин мэрӗ Ильсур Метшин ӗçлӗ тунтикунра.  

«Хусанта пурăнакансем уявсенче парксемпе скверсене тухасшăн пулаççӗ, çавăнпа та обществăлла хутлăхсенче культура программине мӗнле йӗркелесси пирки тӗплӗн шухăшламалла. Çынсен канăвне черетсемсӗр тата нумай çын пухăннисӗр тумалла», – тесе палăртнă вăл.

Çавăн пекех мэр стационарлă мар вăхăтлăх суту-илӳ вырăнӗсене аукцион урлă сутни пирки усламçăсене лайăх информацилемелле тенӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев