Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта суйлакансене уява хутшӑнмалли сулӑ параҫҫӗ

Сасӑлав сентябрӗн 11-13-мӗшӗсенче иртет. Суйлав участокӗсем виҫӗ кун ирхине 8-тан пуҫласа каҫхине 8 сехетчен ӗҫлеҫҫӗ

Сентябрӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшне ҫити Хусанта сасӑлакан кашни ҫынна «Я проголосовал!/Мин тавыш бирдем!» сулӑ парнелеҫҫӗ, унпа "Ак Барс" стадион ҫумӗнчи вырсарникунхи интерактивлӑ программӑна хутшӑнма пулать, тесе пӗлтерет Хусан мэрийӗ.
Уяв сентябрӗн 13-мӗшӗнче 12:00 сехетре пуҫланать."Ак Барс Арена" ҫумӗнчи территорие темиҫе зонӑна пайлаҫҫӗ: экстрим-площадка, кибер-спорт зони, Аслӑ ӑрури ҫынсем валли «Жизнелюб» программӑна презентацилени, «Литературный дворик» площадка, ГТО нормисене памалли территори, диджитал-зона, арт-инсталляци, караоке музыкин конкурсӗ тата ыттисем.

Уяв концертне Анвар Нургалиев (16.10), Гузель Уразова (16.45), группа DABRO (18.00), Клава Кока (18.30), Нюша (19.10), Салават (19.50), Валерия (20.00) Турецкий хорӗ (21.00).
Каҫпа уяв салючӗ пулать.
Сасӑлав сентябрӗн 11-13-мӗшӗсенче иртет. Суйлав участокӗсем виҫӗ кун ирхине 8-тан пуҫласа каҫхине 8 сехетчен ӗҫлеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев