Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Кӗр мăнтăрӗ» конкурса пӗтӗмлетрӗмӗр!

Çăмăл пулмарӗ комисси пайташӗсене çӗнтерӳçӗсене суйласа илме, мӗншӗн тесен кашни сăнӳкерчӗк хăйне евӗрлӗ те интереслӗ. Çапла вара «Кӗр мăнтăрӗ» конкурсăн çӗнтерӳçисемпе паллаштаратпăр сире.

Август вӗçӗнче «Кӗр мăнтăрӗ» сăнӳкерчӗксен конкурсӗ пуçланни пирки хаçатра çырсанах вулакансенчен кӗрхи тухăçа сăнлакан сăнӳкерчӗксем килме пуçларӗç. Мӗн кăна ӳстермеççӗ пирӗн тусăмăрсем хăйсен сачӗсемпе пахчисенче – тӗлӗнсе каймалла!

Август вӗçӗнче «Кӗр мăнтăрӗ» сăнӳкерчӗксен конкурсӗ пуçланни пирки хаçатра çырсанах вулакансенчен кӗрхи тухăçа сăнлакан сăнӳкерчӗксем килме пуçларӗç. Мӗн кăна ӳстермеççӗ пирӗн тусăмăрсем хăйсен сачӗсемпе пахчисенче – тӗлӗнсе каймалла!

Хаçатăн иртнӗ номерӗнче конкурса янă сăнӳкерчӗксене пичетлесе пӗтертӗмӗр. Ку эрнере вара ятарлă комисси конкурса пӗтӗмлетрӗ. Çăмăл пулмарӗ комисси пайташӗсене çӗнтерӳçӗсене суйласа илме, мӗншӗн тесен кашни сăнӳкерчӗк хăйне евӗрлӗ те интереслӗ. Çапла вара «Кӗр мăнтăрӗ» конкурсăн çӗнтерӳçисемпе паллаштаратпăр сире.

3-мӗш вырăн: парне – спанбонд тата пахча çимӗç вăрлăхӗсен пуххи
Алена Ердукова (Хусан) – 48 № (04.12.2020) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
Лидия Караева (Теччӗ районӗ, Çармăс) – 37 № (18.09.2020) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
Нина Ермолаева (Чистай районӗ, Ишельел) – 35 № (04.09.2020) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн.

2-мӗш вырăн: парне – 30 литрлă       полиэтилен фляга
Татьяна Ермилова (Никонорова) (Пăва районӗ, Таккавар) – 39 № (02.10.2020) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
Лариса Кузьмина (Аксу районӗ, Васильевка) – 41 № (16.10.2020) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн.

1-мӗш вырăн: парне – садра ӗçлемелли инструментсен пуххи
Марина Егорова (Нурлат районӗ, Киклӗпуç) – 42 № (23.10.2020) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн.
«Кӗр мăнтăрӗ» конкурсра 1-мӗш вырăн йышăннă сăнӳкерчӗке вара тепӗр хут пичетлетпӗр.
Çӗнтерӳçӗсене чӗререн саламлатпăр! Парнесене редакцие килсе илмелле.


Редакци.
И.Кузьмина, М.Егорова сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс