Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Льготăллă кредитсене пама чарăннă

Тӗп услови – предприятире ӗçлекен çынсен шутне сыхласа хăварасси пулнă. Çак условие пăхăнса пырсан кредит ставки 2 процент çеç пулать, ыттисене патшалăх субсидилет

Тутарстанри 6,4 пин предприяти ӗçлӗхе тӗрев парас тӗллевпе льготăллă кредитсем илнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен республика банкӗсем 13,6 млрд тенкӗлӗх заем панă. Çакăн çинчен ТР Экономика министерствин пресс-служби пӗлтерет.

2 прооцентпа льготăллă кредит парас программа ноябрӗн 1-мӗшӗнче вăçленнӗ. Кăçалхи май уйăхӗнче пуçланнă проектăн тӗллевӗнче коронавирус пандемиинчен хур тӳснӗ компанисене тата социаллă сулăмлă коммерцилле мар организацисене тӗрев парасси пулнă.

Илнӗ укçасене предприниматель услам ӗçне илсе пыма ямалла пулнă, çав шутра ӗçлекенсене шалу тӳлеме те. Унсăр пуçне çак кредитпа вăл маларах илнӗ кредитсене тӳлесе татма пултарнă. 

Льготăллă кредитованин тӗп условийӗ – предприятире ӗçлекен çынсен шутне сыхласа хăварасси пулнă. Çак условие пăхăнса пырсан кредит ставки 2 процент çеç пулать, ыттисене патшалăх субсидилет. Кредит проценчӗсене уйăхсерен тӳлемесен те май пулнă, вӗсем тӗп парăм çумне хушăнса пынă. Çапла майпа вӗсене кредит договорӗн срокӗ тухиччен тӳлесе татмалла пулать. Льготăллă заема 2021 çулхи июнӗн 30-мӗшӗччен тӳлесе татмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев