Сувар

МАТАК КАЧЧИН ТЕПӖР ИКӖ МЕДАЛЬ!

Çамрăк ентеш Николай Чукмаров (Çӗпрел районӗнчи Матак ял каччи) çак кунсенче кăна икӗ медаль çӗнсе илчӗ. Февралӗн 22-мӗшӗнче Чăваш Республикин кӗрешӳ чемпионатӗнче – III, февралӗн 23-мӗшӗнче Çӗнӗ Йӗлмелӗнче (Çӗпрел районӗ) иртнӗ кӗрешӳ турнирӗнче – I вырăнсем йышăнчӗ.

Çӗпрел районӗнчи Матак каччин, хальхи вăхăтра Çӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗн шкулӗнче вӗренекен Николай Чукмаровăн çак кунсенче кăна харпăр пухмача тепӗр икӗ медаль хушăнчӗ. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланă икӗ ăмăртура та пысăк çитӗнӳсем турӗ вăл.Февралӗн 22-мӗшӗнче Чăваш Республикин кӗрешӳ чемпионатӗнче хăйӗн виçе категорийӗнче – III, февралӗн 23-мӗшӗнче Çӗнӗ Йӗлмелӗнче (Çӗпрел районӗ) Чечняра пуç хунă Александр Шуркина асăнса иртнӗ регионсем хушшинчи кӗрешӳ турнирӗнче – I вырăнсем çӗнсе пьедестал çине хăпарчӗ. 

Николая черетлӗ çӗнтерӳсем ячӗпе саламласа малашне те ăнăçусем сунатпăр! (Н.Чукамаров харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Теги: Спорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: