Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӑнсӑртран килсе тухнӑ тӗлпулу пысӑк юратӑва куҫма пултарать

 Эрнелӗх гороскоп 12.10 – 18.10

​ТАКА 21.III – 20.IV

Лăпкă тапхăр кӗтет сире. Канмалли, тăвансемпе тӗл пулмалли вăхăт. Никампа та ан тавлашăр, чӗрре ан кӗрӗр. Хоббипе ӗçлени усă кӳрӗ. Укçа тустарма ан хăрăр, каяллах таврăнӗ. Халăх медицинипе сипленни сывлăхшăн усăллă пулӗ. Мăшăрăртан нимӗн те ан пытарăр.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çак вăхăтра пурнăçăрта хуть те мӗн пулсан та хăвăра алăра тытăр. Лăпкăлăха çухатмасан çӗнтерӳçӗ пулса юлатăр. Ӗçпе çыхăннă ыйтусене эрне вӗçлениччен татса парăр. Çемьеллисен ачасен проблемисене татса пама тивӗ. Ăнсăртран тӗлпулу пысăк юратăва куçма пултарать.​ ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Мӗн те пулин аван пултăр тетӗр-тӗк – ăна хăвăр тăвăр. Килтисемпе вăрçăнса каяс мар тесен сире чăтăмлăх кирлӗ пулӗ. Укçа-тенкӗпе çыхăннă проблемăсем ан пуçтарăр. Кивçен илме тивсен кредит илни аванрах. Куçман пурлăхпа çыхăннă ӗçсем ăнаççӗ. Юратури çăмăлттайлăх аванни патне илсе çитермӗ.​ ​

РАК 22.VI – 22.VII
​ Ку эрнере пур ӗç валли те вăхăт тупатăр. Ӗмӗтленме те хăйман плансем те пурнăçланаççӗ. Эрне вӗçӗнче пурнăçăрта кӗтмен ырă улшăнусем пулӗç. Ӗçлӗ тӗлпулусем ăнаççӗ. Килпе, çемьепе çыхăннă ыйтусене хăвăр кăна татса ан парăр.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Пултарулăхпа, талантпа туллин усă курма тăрăшăр. Тӗнчене хăвăр çинчен хăюллăн пӗлтерме вăхăт çитнӗ. Ӗçтешсемпе асăрхануллă пулăр, ура хурас текенсем тупăнӗç. Юратнă çынпа мăнкăмăллă ан пулăр, унсăрăн хутшăнусем арканма пултараççӗ.​ ​ ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Хăюллăнах ӗç вырăнне улăштарма пултаратăр, сирӗн пултарулăх çитет. Харпăр илӗртӳлӗх те çӳллӗ шайра пулӗ. Сирӗн идейăсем усăллă та хаклă пулӗç. Ку çӗнӗ юлташ тупма, усăллă çыхăну йӗркелеме пулăшӗ. Сывă пурнăç йӗрки çине куçни сывлăха усă кӳрӗ. Ытлашши килограмм пуррисен диета тытасси пирки шутламалла.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
​ Ку эрнере сире пӗрре мар мелсӗр лару-тăрăва кӗртсе ӳкерме пăхӗç. Кулса ирттерме тăрăшăр. Творчествăпа ӗçлекенсен çитӗнӳ тума, хăйсене кăтартма май пулӗ. Ӗç укçине ӳстерме е преми пама пултараççӗ. Тӳрех тустарса ан ярăр, укçăра ăçта та пулин инвестицилесси пирки шутласа пăхăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
​ Ӗç-пуçа ан васкатăр, хăвăр та ан васкăр. Ӗçпе çыхăннă документсене лайăх тӗрӗслӗр. Вӗренӳшӗн ырă тапхăр. Бизнесра та ăнать, хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе паллашатăр. Эрне вӗçӗ юратуллă тӗлпулусемшӗн ăнăçлă, çухалса кăна ан кайăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
​ Пӗлменни çинчен ан калаçăр, унсăрăн каланипе хăвăра хирӗç усă курӗç. Плансене те вăрттăнлăхра тытăр. Килте ан ларăр, ку вăхăтра инçете канма кайни тата тӗрлӗ мероприятисене хутшăнни ăнăçлă. Ӗç енӗпе лайăх сӗнӳ илетӗр. Юратура çемçерех пулма тăрăшăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ӗçре харпăр пултарулăха туллин кăтартма май пулӗ. Пур енӗпе те ӗçтешӗрсенчен иртсе каятăр. Ку ӗç укçине те витӗм кӳрӗ, пысăк преми илме пултаратăр. Хăвăра хăюллă тытăр. Килте пач тепӗр май: пуринпе те ачашрах пулма тăрăшăр. Арлă-арăмлă хутшăнусене йӗркелеме питӗ лайăх вăхăт. ​

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
​ Ку эрнере шăпаллă тӗлпулу пулма пултарать. Пӗчченнисем тинех савни тупса пурнăç тăвасси пирки шутлӗç. Профессире те тинех кӗтнӗ ăнăçу çитӗ. Хăвăр çине харăс темиçе ӗç ан илӗр, пӗрне, анчах питӗ çӳллӗ шайра туни те çителӗклӗ. Хăш-пӗрин должноçпа ӳсме май пулӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
​ ​ Ку эрне çăмăллиех пулмӗ, анчах каярах эсир ун çинчен хаклă опыт пек аса илетӗр. Эрне вӗçнелле питӗ лайăх пулăмсем пуçланма пултараççӗ. Юлташсемпе тӗл пулассине хăвăр çине илӗр. Ӗçре сахалрах калаçăр. Ăнсăртран тӗлпулу пысăк юратăва куçма пултарать

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев