Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалӑх хӗрӗ Мальвина Петрова

Василий Дмитриев историкпа, профессорпа калаçнă пулăттăм. Хусанкайпа пурнăçа «шӗкӗлчӗттӗм».

   МАЛЬВИНА ПЕТРОВА

Кӗске интервьюсен ярăмне малалла тăсатпăр. Паян пирӗн редакци хăни – çамрăк çыравçă Мальвина Петрова. Вăл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче журналистика факультетӗнче, Шупашкарти олимп резервӗн училищинче вӗреннӗ чухнех «Ульяновец», «Хыпар» хаçатсемпе çыхăну тытнă. Чăваш наци телерадиокомпанийӗнче вăй хунă. Унăн хайлавӗсемпе «Çӗнӗ ятсем уçатпăр» кӗнекесенче, «Тăван Атăл» журналта тата социаллă тетелсенче паллашма пулать. Чăваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленнӗ «Пирӗшти патне янă çыру» коллективлă сборника унăн виçӗ юптарăвӗ кӗнӗ. Анчахрах вара М.Петровăна Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзне йышăнчӗç.

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Тӗнче тӗрлӗ-тӗрлӗ хирӗçтăру çинче тытăнса тăрать: хурапа шурă, усалпа ырă тата ытти те. Шăтса тухас тенӗ курăкăн хытă çӗре шăтармалла, çав курăка ӳстерес тенӗ хӗвелӗн пӗлӗтсене витермелле. Кашнин хăйӗн тивӗçӗ (мисси) пур. Анчах пурте пӗр-пӗрне кирлӗ, нихăшӗ те пӗр-пӗринсӗр тытăнса тăраймасть. Çӗçӗрен çивӗч сăмах, ыраш çăкринчен тутлă сăмах, уйрăмах литература сăмахӗ пӗринчен теприне уйăрма, кашнинех хăй вырăнне тупма, палăртма кирлӗ май, меслет.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Хавхалантарнинчен ытла чăтăмлăх çырма «хистет». «Тарăху тăвăлне» çын çине кăлариччен е ейӳленсе тăракан ачашлăхпа иртӗхтерессинчен чаракан атте-анне, вӗрентекенсем çаклатса янă чăтăмлăх.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Çыннăн çулӗ çине куçса каясран ку е вăл çыравçа юратса пăрахиччен хăвăртрах хăтăлма тăрăшатăп. Анчах 3 кӗнекерен тăракан «Ӗмӗр сакки сарлака» кӗнекене темиçе те вуланă. Сăвăçсенчен Петӗр Яккусен чӗлхи, Светлана Асамат шухăшлавӗ, проза ăстисенчен – Артемьев чӗлхи, Нарпин çӗнӗлӗхӗ кăмăл еккине выртать.
– Юратнă кӗнеке.
– Ман çӳлӗк çинчи кӗнекесем: «Ӗмӗр сакки сарлака», «Сӗве Атăла юхса кӗрет», «Таната», «Термен», Хусанкайăн 7 кӗнеки. Кунта Светлана Асаматăн кӗнекисем пи-и-итӗ çитмеççӗ тесе вăранатăп пӗрмаях.
– Май пулнă-тăк мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Май килнӗ пулсан Василий Дмитриев историкпа, профессорпа калаçнă пулăттăм. Хусанкайпа пурнăçа «шӗкӗлчӗттӗм».
–Пурнăç девизӗ.
– Парăнмастăп-пăрăнмастăп.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Халăха: тишкертӗр, тиркетӗр, ырлатăр, хурлатăр хăйӗн ачине.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
М.Петрован харпăр
архивӗнчи сăнӳкерчӗк

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев