Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм чӑвашсен наци кухнин "Тараватлӑ Чӑваш Ен"фестивалӗ онлайн-форматра иртет

Августӑн 10-13 тата 15-мӗшӗнче интернетпа тӳрӗ трансляци кӑтартӗҫ

Кулинари фестивалӗн формачӗ хутшӑнакансемшӗн те, жюришӗн те, куракансемшӗн те ҫӗнӗ. Чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫне еплерех хатӗрленине тӳрӗ эфирта кирек кам та кураять.

1-мӗш тапхӑрта, августӑн 10-13-мӗшӗсенче, фестивале хутшӑнакансем чӑваш халӑх апатне хатӗрлессипе мастер-классем кӑтартаҫҫӗ.
2-мӗш тапхӑрта, августӑн 15-мӗшӗнче, командӑсем жюри умне наци апат-ҫимӗҫӗллӗ сӗтел хатӗрлесе тухаҫҫӗ. Ҫак тапхӑр ТВ-шоу формачӗпе иртет. Каярах рецептсене пуххине те кӑларма палӑртнӑ.
Фестивале хутшӑнакансем – Чӑваш Енри апатлантару предприятийӗсемпе паллӑ заведенисем, вӗсем наци апатне хӑйсем курнӑ пек кӑтартаҫҫӗ. Августӑн 10-13 тата 15-мӗшӗнче интернетпа тӳрӗ трансляци кӑтартӗҫ. Августӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци телевиденийӗпе пӗтӗмлетӳ программи пулать.
Унсӑр пуҫне "Тараватлӑ Чӑваш Ен" ҫынсене чӑваш апат-ҫимӗҫӗн рецепчӗсен кӗнекине хатӗрлеме хутшӑнма сӗнет. Енчен те сирӗн ҫемйӗрте чӑваш апачӗ хатӗрлес йӑла пур-тӑк, эсир ун ҫинчен ҫырса пӗлтерме пултаратӑр. Жюри фестивалӗн шучӗпе чи лайӑх рецептсене сборникра пичетлесе кӑлараҫҫӗ, авторсене асӑнмалӑх парнесем параҫҫӗ.
Трансляцисем  гостеприимнаячувашиякухня.рф сайтра пулаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев