Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Спорт гимнастикинчи Раççейӗн ятлă спортсменӗсем экологи акцине хутшăнаççӗ

Майăн 21-мӗшӗнче «Фестивальный» бульварта Алексей Немовăн «Спорт легендисем» гимнастикăпа спорт шоуне халалланă экологи акцийӗ иртет.йт

Тăватă хутченхи олимп чемпионӗ Алексей Немов Раççей спорчӗн ытти çăлтăрӗсемпе пӗрле парк аллеисенче йывăç лартӗ. Экоакцие тата çак çынсем хутшăнӗç:

Оксана Чусовитина – 1992 çулта спорт гимнастикипе олимп чемпионӗ пулса тăнă, виçӗ хутчен тӗнче чемпионки, Европа чемпионки, Ази вăйисен чемпионки. Сакăр олимп вăййисене хутшăннă гимнастика историйӗнче пӗртен пӗр спортсменка;

Ангелина Мельникова – спорт гимнастикипе 2020 çулхи олимп чемпионки, 2021 çулта абсолютлă тӗнче чемпионки пулса тăнă, 4 хутчен Европа чемпионки, Раççейӗн тава тивӗçлӗ спорт мастерӗ;

Лилия Ахаимова – 2020 çулхи олимп чемпионӗ, тӗнче чемпионачӗн икӗ хутчен кӗмӗлд призерӗ, Европа чемпионки;

Иван Юдин тата Ольга Сбитнева – спорт рок-н-роллӗпе ирттернӗ ăмăртусен çӗнтерӳçисем;

Ольга Павлова – РФ Синхронлă ишев федерацийӗн вице-президенчӗ, çăмăл атлетикăпа РФ тава тивӗçлӗ тренерӗ.

nemovshow.ru cайтри сăнӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев