Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Светлана Асамат çӗнӗ кӗнекинче ача-пăча тӗнчине юратса сăнарланă

Хӗлле е çуркунне, çулла е кӗркунне – çутçанталăк çулталăкăн кирек хăш вăхăтӗнче те хăйне евӗр хитре. Анчах çак илеме сăнама пӗлекен çеç кураять. Чăваш халăх поэчӗ Светлана Асамат хăйӗн çӗнӗ сăвă пуххинче çамрăк вулакана шăпах тавралăх асамлăхне асăрхама хистет. 

«Çурхи çаврăм» кăларăм нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче 700 экземплярлă тиражпа кун çути курчӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова. Петр Сергеев художникăн илӗртӳллӗ ӳкерчӗкӗсем тӳрех поэзи тӗнчине туртса кӗрсе каяççӗ, лирика геройӗн кăмăл-туйăмне ăнланма пулăшаççӗ. Çутçанталăка сăнлать-и вăл е пӗр-пӗр ачана – кашниех чӗрӗ пек туйăнать. Ача-пăча кӗнекинче вара ӳкерчӗксем капăр пулни мӗн тери пӗлтерӗшлине пурте пӗлетпӗр.

Кăларăмри хайлавсенчен чылайăшӗнче автор тăван тавралăха мухтаса сăвăлать. Кулленхи ахаль пулăмсенчех мӗн чухлӗ тӗлӗнтермӗш пытарăннă иккен! Çилсем те ӗшенеççӗ, мăшăл-мăшăл тăваççӗ, çулçă тăкакан йывăçсем хурланаççӗ, çӳл тӳпе пӗлӗтсен кӗпине пăрса çакать... Чӳрече кантăкӗ çинчи хӗллехи эрешсене акă еплерех курать лирика харкамçи:

Пăр çинчи ӳкрешкесем,

Кăпăшка юр тăвӗсем,

Кăтрашка юр пӗрчисем,

Уракан çил-тăвăлсем,

Шăва-шăва хум кăларса

Таш ташлакан тăмансем,

Кантăк çинчи эрешкесем –

Çурхи йывăç-курăка

Асилтерен илемсем,

Туратсемпе çулçăсем...

Хайлав вӗçӗнче виçӗ пăнчă ларать. Ку ӗнтӗ танлаштару речӗ вӗçленменни, ăна татах тăсма май пурри çинчен систерет.

Тепӗр сăвăра поэт хӗвеле куç умне кăларать, ăна этем сăн-сăпачӗ кӗртет:

Сар хӗвел ирпеле – хӗрача,

Кăнтăрла – хӗр пике,

Кунӗпе – вичкӗн куçлă хӗрарăм,

Ӗнтрӗкпе – кукамай, асанне, кинеми.

Çут тӗнче – кунсерен,

Çулсерен çӗнелме пӗлекен

Ăстапи-Илемпи.

Ача-пăча тӗнчине юратса сăнарлать Светлана Васильевна. Çитӗнекен ăру вăйă-кулăра ăста, ӗçпе вӗренӳре хастар.

Çамрăк вулакансем çурхи ырă çанталăкпа киленнӗ май «Çурхи çаврăм» кӗнекепе паллашсан питӗ аван пулмалла.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев