Çывăх çынсене çухатнинчен йывăртараххи мӗн пур-ши çӗр çинче? Тӗнче кашти ишӗлсе аннăн, пурнăç арканнăн туйăнать. Çынсем савăнни те вӗчӗрхентерет кун пек чухне. Йывăр хуйха тӳссе ирттерме çăмăл мар. Пӗрисене хурлăх шурлăхӗ çăтсах ярать, вӗсем унтан çăлăнса тухаймаççӗ. Теприсем вара инкеке хыçра хăварса малалла талпăнма вăй çитереççӗ, ыттисемшӗн тӗттӗм каçри çутă çăлтăр е кӗмӗл уйăх пулса тăраççӗ. Самара облаçӗнчи Шунтал районне кӗрекен Каменка салинче пурăнакан Елена Михайловăна шăпах çавăн пек вăйлă çынсенчен пӗри теме пулать.

Астăвăм та – юратăвах
Нумаях пулмасть Елена Николаевна Шупашкарта пулчӗ, хулари А.Гайдар ячӗллӗ библиотекăра шкул ачисемпе Паттăрлăх урокӗ ирттерчӗ, Пичет çуртӗнче поэтсемпе, журналистсемпе тата кӗнекеçӗсемпе тӗл пулчӗ. Чăваш Енӗн тӗп хулине ахальтен çитмен вăл: кунта унăн пӗрремӗш кӗнеки – «Боль эту надо выплакать до дна» – сăвă пуххийӗ кун çути курнă. Тиража илме унпа пӗрле Ираида Александрова ентешӗ те килнӗ. Аякран çитнӗ хăнасем хăйсемпе, пурнăç çулӗпе паллаштарчӗç, Елена Николаевна кăларăмри сăвăсене вуларӗ. Вӗсене куççульпех итлерӗç пухăннисем. Кашни йӗркере – чун ыратăвӗ, йывăр хуйхă, кӗтни, ырра шанни, макăрни… Тата, паллах, юрату. Çапла, вăрçă сăввисенче те пур вăл. Тăван çӗршыва, атте-аннене, çуралнă киле, юлташсене, савние, пурнăçа юратни. Юрату кăна тытса тăраять çак тӗнчене. Астăвăм та – юратăвах. Çут тӗнчерен кайнисене асра тытса пурăнни, вӗсен пархатарлă ӗçӗсем çинчен ыттисене каласа пани ырă вăрлăх акнипе танах.

Елена Николаевна ача чухнех сăвă çырма пуçланă. Пӗрремӗш сăввине колхоз уйӗнче ӗçленӗ чухне хайланă. Аттестат илсен Тольяттири педагогика училищинче пӗлӳ пухнă, пӗр хушă ача садӗнче воспитательте тимленӗ. Каярахпа ăна шкула ӗçе чӗнсе илнӗ, унта вăл вăтăр тăхăр çул ачасене ӳкерме тата юрлама вӗрентнӗ, çитӗнекен ăрăва воспитани парас, тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттерес тӗлӗшпе ӗçленӗ. Сăвă шăрçалама нихăçан та пăрахман.

«2022 çулхи юпа уйăхӗн 18-мӗшӗнче упăшка пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Тепӗр кунне ăна пытартăмăр. Юпан 20-мӗшӗнче вара кӗçӗн ывăла повестка пачӗç. Мӗн тери йывăрччӗ. Ывăл тин кăна ашшӗне çухатнă, халь акă инçе çула тухмалла. Хатӗрленме пуçларăмăр. «Анне, хăвна упра. Эпӗ ăнăçуллă. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать», – терӗ Рома сывпуллашнă чухне. Пӗчӗкренех çирӗп сывлăхлăччӗ вăл, çынсемпе хăвăртах пӗр чӗлхе тупатчӗ. Юлташ нумайччӗ ун.
Юпа уйăхӗн 25-мӗшӗнче ывăла ăсатрăмăр. Малтан вӗсене Самарăра çар ӗçне вӗрентнӗ, Çӗнӗ çула киле янă. 2023 çулхи кăрлач уйăхӗн 8-мӗшӗнче Рома каллех çула тухрӗ. Ятарлă çар операцийӗ темипе çырнă пӗрремӗш сăввăм шăпах çак кун çуралчӗ. «Как эту боль перетерпеть...» ятлă вăл», – каласа пачӗ Елена Николаевна.

Пăшăрханăвне, иккӗленӗвне, йывăр шухăшсене – йăлт шурă хут çине куçарма пикеннӗ вăл. Сăвă шăрçаланă та – çăмăлрах пек туйăннă. Ку вăхăт тӗлне шкул ӗçӗнчен кайнă ӗнтӗ.
2023 çулхи авăн уйăхӗн 24-мӗшӗнче хаяр çапăçура Роман Михайлов йывăр аманнă. Çăлса хăварайман ăна, 31 çулти çамрăк тепӗр кунне ӗмӗрлӗхех куçне хупнă. Хăрушă хыпара Елена Николаевна ют çынсенчен илтнӗ. Вырăнти администраци йăлт пӗлнӗ пулсан та – шарламан.
Хӗрарăм аслă ывăлне Алексея шăллӗ тек çукки çинчен пӗлтерсен лешӗ сӗтеле чăмăрӗпе хытă шаплаттарнипе аллине виçӗ çӗртен хуçнă. Темле йывăр пулсан та Елена Николаевна хăйне алла илмеллине, вăйлă пулмаллине ăнланнă. Романа эрнерен илсе килнӗ. Ăна пытарма нумай çын пухăннă. Тăван-пӗтен, кӳршӗ-аршă, педагогсем – Самара облаçӗнчен кăна мар, таçтан та çитнӗ паттăр салтака юлашки çула ăсатма.

Пысăк та хӳхӗм Михайловсен сачӗ
Икӗ уйăх иртсен Елена Николаевна шухăша путнă: «Пирӗн ывăлсем вилеççӗ те эпир вӗсене пытаратпăр. Çакăнпа вӗçленмелле-и йăлт? Мӗнле-ха капла?» Çирӗп хӗрарăм ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн пуç хунă салтаксен ячӗсем ан манăçчăр тесе çине тăрсах ӗçлеме пуçланă. Паттăрсем çинчен биографи очеркӗсем, сăвăсем çырнă, килте принтерпа кӗнекесем хатӗрлесе кăларнă. Малтан Самара облаçӗнчи Шунтал районӗнчи арсем çинчен пулнă вӗсем. Кайран çӗршыв шайӗнчех вăй хума тытăннă Елена Михайлова. Иваново, Воронеж, Чулхула, Пенза, Волгоград, Ульяновск тата ытти облаçра, Чăваш Енре, Карелире çуралса ӳснӗ салтаксем çинчен сехечӗ-сехечӗпе каласа пама пултарать. Халӗ ăна хăйсем патӗнче кăна мар, Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пӗлеççӗ. Вăл Стратеги пуçарăвӗсен агентствин «Çӗршыва çынсем улăштараççӗ» пӗрремӗш наци премине тивӗçнӗ.

Икӗ çул каялла – 2024 çулхи ака уйăхӗн 26-мӗшӗнче – Елена Николаевна Астăвăм сачӗ пуçарса янă. «Михайловсен сачӗ» тесе ят панă ăна. Роман яланах пуян та илемлӗ пахча пирки ӗмӗтленнӗ-мӗн. Ывăлӗн ӗмӗтне пурнăçа кӗртсе амăшӗ ырă çынсем пулăшнипе улмуççи, груша, çӗр çырли лартнă. Пурпӗрех тем çитмест пек туйăннă. Вара вăл пасара кайнă та вун тăватă тӗм кӗлчечек туянса килнӗ – ку вăхăта ятарлă çар операцийӗнче Шунтал районӗнчен вун тăватă салтак пуç хунă пулнă.

Малтанхи çул пахчана куççульсӗр тухайман Елена Михайлова. «Пӗтӗмпех çеçкере, тавралăх ешерет, пирӗн ачасем вара çак хитрелӗхе кураймаççӗ те. Михайловсен сачӗ тесе ят патăм хамăр пахчана. Ман пуçарăва Любовь Емельяновна Китова – ывăлне çухатнă амăшӗ – ырласа йышăнчӗ. Вӗсем мăшăрӗпе нумай пулăшрӗç. Кӗркунне енне сада икӗ хут пысăклатрăмăр. Халӗ вăл Раççей пӗлтерӗшлӗ шутланать», – каласа пачӗ Елена Николаевна.
Хастар хӗрарăм шкул ачисемпе, çамрăксемпе, салтаксен тăванӗсемпе тăтăшах тӗл пулать, Паттăрлăх урокӗсем ирттерет, виçӗ чарăнуран (Шунтал район центрӗ, Тимяшево тата Каменка салисем) тăракан «СВОя история» туризм маршручӗ те йӗркеленӗ. Пахчари кашни лилипе кӗлчечеке, гортензипе туйăна, пилешпе улмуççие пӗр-пӗр герой ячӗпе лартнă, кăтарту хучӗсене вӗсен ячӗсене, ăçтан пулнине палăртнă. Каменка салинчи килӗнче музей та уçнă. Унта Роман Михайловпа çыхăннă сăнӳкерчӗксемпе, япаласемпе паллашма пулать. Астăвăм кӗтесӗ ытти паттăрпа çыхăннă материалсемпе те пуянланса пырать. Кунне-çӗрне пăхмасăр ырми-канми вăй хурать Елена Николаевна.

Пӗлтӗр вăл çурла уйăхӗнче Чăваш Ене килсен ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă салтаксен тăванӗсемпе паллашнă, Вăрмар тăрăхӗнче пулнă. Пичет çуртӗнчи тӗлпулăва Вăрмар округӗнчен Галина Николаева (Кӗтеснер), Альбина Петрова (Тупах) тата Елена Сергеева (Патти) килсе çитрӗç. Вӗсем Елена Михайловăна кӗнеке кăларнă ятпа саламларӗç, мухтавлă ӗçӗсемшӗн чӗререн тав турӗç. Çывăх çыннисене, ывăлӗсене каялла тавăраймӗç амăшӗсем, анчах пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, хуйха пӗрле пайласан кăшт çăмăлрах. «Пирӗн – пурăнмалла, асра тытмалла», – тет Елена Николаевна. Çак девизпа кашни куна кӗтсе илет.
Кӗркунне поэт тепӗр сăвă пуххи кăларас шухăшлă. Вăл «Разговор с сыном» е «Я еще не все сказала сыну своему» ятлă пулӗ. Астăвăм кӗнеки пирки те ӗмӗтленет вăл. Анчах ăна пӗччен хатӗрлесе пичетлеме май çук-çке. Михайловсен садне пăхса тăма, ӗрчетме те самай хавал кирлӗ. Пархатарлă тӗллевӗсене пурнăçа кӗртме, ырă пуçарусене малалла тăсма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хăват сунатпăр Елена Николаевнăна!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев