Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗнче гегемонӗ Белорусси Президентне йышӑнасшӑн мар

Эпир мӗн тусан та вӗсем пире пурпӗр хирӗҫле пек туйӑнать

Александр Лукашенко юнкун Белорусси Президенчӗн должноҫне йышӑннӑ. Инаугураци церемонийӗ Минскри Никамапӑхӑнманлӑх керменӗнче иртнӗ. Лукашенко белорус чӗлхипе тупа тунӑ. Ун хыҫҫӑн республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Лидия Ермошина ӑна президент удостоверенине тыттарнӑ.
Церемоние ҫӗршывӑн парламентарийӗсем, патшалӑх влаҫ органӗсен ертӳҫисем, наука, культура, спорт ӗҫченӗсем, журналистсем хутшӑннӑ. Присяга тунӑ хыҫҫӑн Александр Лукашенко ҫар ҫыннисем умӗнче сӑмах каланӑ. Пӗчӗк парад умӗн салтаксем те влаҫа сыхлама тупа тунӑ.
Хӑш-пӗр хыпар хатӗрӗсем ҫак церемоние Лукашенко вӑрттӑн ирттернӗ теҫҫӗ. Минск урамӗсене каллех хирӗҫлекен халӑх тула пуҫланӑ.
Ҫав вӑхӑтра Америкӑри пӗрлешӳллӗ штатсен Патшалӑх департаменчӗ Александр Лукашенкона Белоруссин законлӑ суйланнӑ Президенчӗ пек йышӑнма килӗшмен. АПШ Белоруссире иртнӗ суйлавсене ирӗклӗ тесе шутламасть. Маларах Литвапа Словаки суйлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшменччӗ. Раҫҫейпе Китай, СНГ ертӳҫисем Лукашенкона суйлав иртсен тепӗр куннех саламларӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев