Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанпа Томск Туслăх Çурчӗсем пӗрле ӗçлесси çинчен килӗшӳ çирӗплетнӗ

Тутарстанăн Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче Томскри Туслăх Çурчӗпе хутшăнса ӗçлесси пирки килӗшӳ тунă

Енсем тӗрлӗрен мероприятисене пӗрле йӗркелесе ирттересси, информаци продукчӗсем тăвасси çинчен калаçса килӗшнӗ. Документра Халăхсен Ассамблеин Председателӗн çумӗ Ирек Шарипов тата Томскри Туслăх Çурчӗн директорӗ Андрей Собин алă пуснă.

Собин Хусана Халăхсен Ассаблеин ӗçӗ-хӗлӗпе паллашма килнӗ пулнă, вăл Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ мӗнлерех ӗçленипе уйрăмах кăсăкланнă.

Çакнашкал килӗшӳсене регионсенчи Туслăх Çурчӗсемпе тутарстансем ӗнтӗ 11 тунă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев