Тутарстанра 7,6 пин çын çӗнӗ професси илме пултарать
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 7,6 пин çын çӗнӗ професси илме пултарать

Республикăра «Кадры» наци проекчӗ шайӗнче çӗнӗ професие тӳлевсӗр вӗренме заявкă йышăнма пуçланă. Вӗсем валли «Работа России» порталта 32 вӗренӳ программи хатӗрленӗ.

ТР  Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тăрăх, вӗрентӳ хальхи вăхăтра кирлӗ специальностьсемпе иртет. Вӗсен хушшинче – бухгалтер, даннăйсен базин администраторӗ, веб-разработчик, водительсем, хăна çурчӗн администраторӗ, техника пулăшăвӗн специалисчӗсем, çӗвӗç тата ыттисем.

Çӗнӗ профессие вӗренес тесен  «Работа России»  порталта заявка памалла, кадрсен центрӗнче профориентаци иртмелле. 2026 çулта Тутарстанра  пурӗ 7,6 пин çынна çӗнӗ профессие вӗрентме палăртнă.  


Нацпроект «Кадры» Работа в России

Нет комментариев