Тутарстанра чӑваш чӗлхипе 5 хаҫат тухать

Вӗсене пурне те ҫак кунсенче 13 ҫул тултарнӑ "Татмедиа" Акционерлӑ обществон филиалӗсем кӑларса тӑраҫҫӗ.
Атӑл тӑрӑхӗнчи чи пысӑк медиахолдинг, 160 ытла пичет тата электронлӑ хыпар хатӗрне пӗрлештерсе тӑракан "Татмедиа" акционерлӑ общество 13 ҫуллӑхне паллӑ тӑвать. Ӑна 2007 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче ТР пӗрремӗш Президенчӗн Минтимер Шаймиевӑн указӗпе йӗркеленӗ.
Хальхи вӑхӑтра "Татмедиара" 70 филиал, вӗсем 98 республика, район тата хула хаҫачӗ, 20 журнал, кӑлараҫҫӗ, 17 телеканал, 12 радиоканал, 81 сайт тытса тӑраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле "Татар-информ" информаци агентстви тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.
"Татмедиа" вырӑсла, тутарла, чӑвашла, удмуртла хаҫат-журнал кӑларать. Холдингра 1,7 пин ҫын ӗҫлет.
Йӑлари коммуникаци каналӗсемпе пӗрле "Татмедиа" АО Instagram, Telegram, YouTube, TikTok, ВКонтакте, Одноклассники, Facebook, Twitter, WhatsАppра та пур. Компани филиалӗсен страницисен пӗтӗмӗшле шучӗ. 300 ытла, мессенджерсенче 50 канал тата 100 YouTube-канал.
2020 ҫулхи 9 уйӑхра компаниисайчӗсене пурӗ 108,3 млн ҫын кӗрсе пӑхнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку 58,4 процент ытларах.
"Татмедиан" электронлӑ ҫырӑнаканӗсем 2,2 млн ҫын.
2020 ҫулта хаҫат-журнала розницӑпа сутассине малалла тӑснӑ. Холдинг кӑларӑмӗсене республикӑри 451 вырӑнта сутаҫҫӗ.
Хусанта ҫын нумай пухӑнакан вырӑнта - пульницасенче, вокзалсенче, метро станцийӗсенче хаҫат сутакан вендинг аппарачӗсем вырнаҫтарнӑ. 2020 ҫулхи 5 уйӑхра 6,7 пин экземпляр журнал, 227 пин хаҫат сутнӑ.
"Татмедиара" ҫулталӑкне 500 ытла пресс-конференци иртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
16 января 2021 - 08:19Пандеми саврăшпуçсен планне пăсайман Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче Çӗнӗ çул умӗн стадион уçăлни, Сосновка поселокӗнчи çуртсене тахçан кӗтнӗ газ яни ял хутлăхӗнчи 2020 çула вӗçлекен чи илемлӗ те хаваслă пулăмсем пулни иккӗленӳллӗ мар. Стадион, тӗслӗхрен, ачасене те, çамрăксене те пӗрлештерекен вырăн халь. Варрине 5 метр çӳллӗш капăр чăрăш лартса халăхпа пӗрле уçнă ăна. Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсенче чун каничченех конькипе ярăнман çын юлмарӗ те пуль ку ялта. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Зиновьевич Николаев пӗлтернӗ тăрăх, стадиона ашшӗ-амăшӗсем хăйсен вăйӗпе тунă. Эпир ку яла пынă чух ӗç йăлтах вӗçленменччӗ-ха, шыв сапса тунă каток çинче вара шăпăрлансем ярăнатчӗç те ӗнтӗ.4600
-
15 января 2021 - 14:06Вӑкӑр ҫулталӑкӗнче кама ытларах ӑнать Вăкăрăн йывăр кăмăлӗ Шывтăканăн çăмăл характерӗнчен тӗпрен уйрăлса тăрать15101
-
15 января 2021 - 13:56ПИРӖН ТУССЕН ШУЧӖ ӲСРӖ Тăванăмăрсем, сире пысăк тав хаçата пысăк хак панăшăн, пирӗн ӗçе çӳле хурса хакланăшăн. Малашне те пӗрле пулар, тăван халăхăмăрăн пуласлăхӗ пиртен кашнинчен килет.9100
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр2700
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.2900
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ36600
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.89200
-
13 января 2021 - 19:23Икӗ кун тӑман тустарать Тутарстанӑн Патшалӑх автоинспекцийӗ водительсене ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра ҫул ҫине тухма асӑрханса тӑма ыйтать19201
-
13 января 2021 - 09:46Телевизор каллех суять Телефонри температура виçекенни те –32 кăтартать, сенкер экран çинче –2815601
-
15 января 2021 - 14:06Вӑкӑр ҫулталӑкӗнче кама ытларах ӑнать Вăкăрăн йывăр кăмăлӗ Шывтăканăн çăмăл характерӗнчен тӗпрен уйрăлса тăрать15101
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика