Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри 254 пин çын ытлă-çитлӗ пурнăнаймасть

Раççейре чухăнсен шучӗ сахал пулнă виçӗ регион шутне кӗрет пулсан та, Тутарстанра чухăнлăх шайӗнчен те япăхрах пурăнакан çынсен проценчӗ пур

Çакнашкал кăтартусене ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова илсе кăтартнă.  

«2030 çул валли чухăнлăх шайне чакарма тӗллев лартнă. Республика чухăнлăх шайӗ пӗчӗк пулнă виçӗ регион шутне кӗрет. Апла пулин те республикăри 254 пин çын паян ытлă-çитлӗ пурăнаймасть, вӗсен тупăшӗ уйăхне 10 756 тенкӗрен те сахалрах. Эпир 2021 çулта чухăнлăх шайӗ 6,3 процент пулать тесе прогноз паратпăр», - тенӗ вăл.  

ТР Ӗç министерствин кăтартăвӗсемпе 2022 çулта Тутарстанра чухăнлăх шайӗ 6,6 процент пулнă, çын шучӗпе хисеплесен ку 257,5 пин çын. Раççейри пӗтӗмӗшле кăтарту тăрăх, 2020 çулта пирӗн çӗршывра чухăнсем 12,1 процент пулнă, ку вăл 17,8 миллион çын.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев