Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри чăваш писателӗсен кӗнекисене ТР Наци библиотеки управа илчӗ

Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗ Çӗнӗ çул умӗн ТР Наци библиотекине чăваш çыравçисемпе таврапӗлӳçисен кӗнекисене кайса пачӗ. Малашне вӗсем кӗнеке фончӗн списокне кӗрсе чăваш халăхӗн литература еткерӗ пулса ӗмӗр çакăнта упранӗç.

Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗ Çӗнӗ çул умӗн ТР Наци библиотекине чăваш çыравçисемпе таврапӗлӳçисен кӗнекисене кайса пачӗ. Малашне вӗсем кӗнеке фончӗн списокне кӗрсе чăваш халăхӗн литература еткерӗ пулса ӗмӗр çакăнта упранӗç. 

Кӗнекесене панă çӗре Союзăн председателӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Чăваш наципе культура автономийӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев тата Шупашкартан килнӗ хăна Валерий Сандимиров предприниматель хутшăнчӗç.

Кӗнекесене ТР Наци библиотекин директорӗ Мадина Тимерзянова йышăнчӗ. 

— Кӗнекесем пирӗншӗн яланах хакра. Шел те, нумай типографи кӗнеке е ытти продукци кăларсан обязательнăй экземпляр ярса памасть. Писательсенчен чылайăшӗ хăйсен хайлавӗсене пичетлеме харпăр типографисене кайса параççӗ. Вӗсенчен пирӗн пата нимӗн те çитмест. Çавăнпа кӗнекесем управа лекмеççӗ. Пысăк тав сире çак кӗнекесемшӗн, вӗсем халь ӗмӗрсем иртсен те çухалмӗç. Вӗсене сирӗн мăнукăрсем, кӗçӗн мăнукăрсем килсе вуламалла пултăр, — терӗ Мадина Фатыховна. 

Ку кӗнекесен пӗрремӗш пайӗ кăна-ха, малашне тата кайса паратпăр. Мӗншӗн тесен çыравçăсем пурте Союза хăйсен кӗнекисене çитермен тата кӗнекисем те тухсах тăраççӗ. 

Хальхинче кайса панисен шутӗнче Евгений Турханăн, Николай Сорокинăн, Валентин Бурайкинăн, Василий Орловăн, Михаил Константиновăн, Анатолий Малышевăн, Андриян Григорьевăн, Николай Дворовăн, Мира Изратăн (Ирина Степанова), Александр Семеновăн, Владимир Кашкаровăн, Михаил Сениэлӗн кӗнекисем пулчӗç. Константин Малышевпа Ирина Трифонова та хăйсен тинтерех тухнă кӗнекисене парнелесе хăварчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашская литература