Вăхăта упракансем
Çӗнӗ хыпарсем

Вăхăта упракансем

Алина Загитовăн Пăр çинчи шоу этностильпе пулать


Алина Загитовăн Пăр çинчи шоу этностильпе пулать 

Конькипе эрешлесе ярăнассипе Олимп чемпионки Алина Загитова пăр çинчи шоу хатӗрлет. Мероприяти Тутарстан Республикин Кунӗнче августăн 29 тата 31-мӗшсенче иртет.
Фигуристка сăмахӗсемпе шоу иртнине, хальхине тата пулассине пӗрлештерет. Ахальтен мар шоу «Вăхăта упракансем» ятлă. 
А.Загитова фэшн элеменчӗсемпе усă курса мăсăльмансен стилӗпе пулассине пӗлтернӗ шоу пирки. Çакна та каласа хăварар, артистсем валли тумсен эскизӗсене спортсменка хăй хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗк addnt.ru сайтран.


общество

Нет комментариев