Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Путин Тутарстан Президенчӗн ӗҫне ырланӑ

Эсир республика умӗнче тӑракан задачӑсене мӗнлерех тимлӗхпе, мӗнлерех эффективлӑхпа татса панине эпӗ пӗлетӗп",– тенӗ Путин

 

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин кӗрхи суйлавсенче ҫӗнтерсе пуҫлӑха ларнӑ ҫӗршыври 20 регион ертӳҫипе видеоконференци йӗркелесе калаҫнӑ. Вӗсен шутӗнче Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов та пулнӑ.
«Рустам Нургалиевич, Эсир опытлӑ тата эффективлӑ ертӳçӗ. Сирӗн командӑрта та профессионалсем. Иртнӗ ҫулсенчи пекех ӗҫе туллин парӑнса тӑрӑшасса шанатӑп. Эсир республика умӗнче тӑракан задачӑсене мӗнлерех тимлӗхпе, мӗнлерех эффективлӑхпа татса панине эпӗ пӗлетӗп",– тенӗ Путин.
Хӑй енчен Рустам Минниханов ҫӗршыв пуҫлӑхне каранавирус пандемии вӑхӑтӗнче бизнеспа граждансене пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
"Правительствон хӑвӑрт тунӑ йышӑнӑвӗсем йывӑрлӑхлӑ лекнӗ ҫынсене тӗрев пама пулӑшрӗҫ. Ҫакӑ пире суйлав кампанине тивӗҫлӗ ирттерме пулӑшрӗ. Эсир палӑртнӑ наци идеисем пирӗн халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ ҫинчен калаҫҫӗ. Шантарса калатӑп сире, Тутарстан мӗн пур проекта вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртсе пырӗ",– тесе каланӑ Минниханов.
Регионсен ертӳҫисемпе йӗркеленӗ тӗлпулура кӗрхи суйлавсенче конкуренци пысӑк пулнине палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтра Тӗп суйлав комиссийӗ те, обществăлла сӑнавҫӑсем те суйлав йӗркине пӑсни ҫинчен калакан ҫӑхавсем, пӗлтӗрхинпе танлаштарсан самай сахалтарах пулнине палӑртнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев